Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Автобус» - «Шкул ачи» операци иртрĕ

«Шкул автобусĕ» программа ялти ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿпе тивĕçтерес тĕллевпе ирттерекен çĕнĕлĕхсен тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕ. Кăçал та республика инçетри ялсенче вĕренекенсене шкулсене турттарма КАВЗ тата САРЗ маркăллă 70 автобус туянчĕ. «Шкул автобусĕ» программăн тĕллевĕ ачасене автотранспортпа илсе çÿренипе кăна вĕçленмест. Тĕп задача - ачасене çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çул-йĕр инкекĕсенчен сыхласси, вĕсен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăвараси. «Автобус - шкул ачи» профилактикăлла операци йĕркипе Çĕмĕрлери филиал ĕçченĕсем ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле 44 шкулта тĕрĕслев ирттернĕ. Ун вăхăтĕнче транспорт законодательствине пăснă 302 тĕслĕх тупса палăртнă. Çитменлĕхсем ытларах çак сăлтавсемпе çыхăннă: - 14 шкулта ачасене çул çинче илсе çÿрессишĕн яваплă çынна палăртман* - 24 шкулта водительсене рейса тухас умĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаççĕ* - 32 шкулта автобуссене техника тĕлĕшĕнчен пăхса-асăрхаса тăрас тĕлĕшпе çитменлĕхсем пур* -44 шкулта çурт-йĕр хăрушсăрлăхĕпе инструктаж ирттермен* - 40 шкулта водительсене 20 сехетпе вĕрентсе хатĕрлессине йĕркелемен* - 28 шкулта çул-йĕр инкекĕсенчен сыхланассипе мероприятисен планĕ çук* - 35 шкулта çул-йĕр инкекĕсене тата çул-йĕр правилисене пăснине тĕрĕслмеççĕ* - 40 шкулта федераллă саккунăн 134 статйипе килĕшÿллĕн мероприятисене тĕрĕслессипе ятарлă журнал çук* - чылайăшĕнче автобуссене лартма ăшă гаражсем çук. Тĕрĕслев çавăн пекех районсенчи вĕрентÿ пайĕсен, вĕрентÿ заведенийĕсен руководителĕсем ачасене турттарас ыйту çине епле пăхнине кăтартса пачĕç. Элĕк, Вăрнар, Етĕрне районĕсенче ку тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Хĕрлĕ Чутай тата Пăрачкав районĕсенче пачах урăхла. Чылай шкулта водительсене суйласа ĕçе илес ыйту та çивĕч. Транспорт министерствин 1997 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчи «Пассажирсене автобуссемпе турттарнă чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн ачасене илсе çÿреме юлашки виçĕ çулта автобуспа пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ водительсене кăна илмелле. Шкул директорĕсене пурне те асăрхаттарусем çырса панă, çитменлĕхсене палăртнă вăхăтчен пĕтерме хушнă. Анчах паянхи куна вĕсене хăшпĕрисем кăна пурнăçланă. Çакăншăн, РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодекс йĕркипе, 500-тен пуçласа 1000 тенкĕ таранччен штраф хума юрать. Кунсăр пуçне Раççей транспорт инспекцийĕн Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн Çĕмĕрлери филиалĕн ĕçченĕсем лицензи условийĕсене епле пăхăннипе çичĕ уйрăм предпринимателе тата икĕ предприятие тĕрĕсленĕ, тăхăр асăрхаттару, тăватă протокол çырнă. Вĕсенче те çÿлерех асăннă çитменлĕхсене тупса палăртнă. Çĕмĕрлери филиал ĕçченĕсем ГИБДД сотрудникĕсемпе тата налук инспекцийĕн инспекторĕсемпе пĕрле пассажирсене лицензисĕр турттаракансене тупса палăртассипе ятарлă рейд ирттернĕ. Улатăрта кунашкал ултă рейд пулнă, унта 57 автомобиле тĕрĕсленĕ, 7 протокол çырнă. Çав шутран 3-шĕ - «Предприниматель ĕçне лицензисĕр туса пынăшăн», 3-шĕ - «Транспорт хатĕрĕпе лицензи карточкисĕр çÿренĕшĕн», Хĕрлĕ Чутай районĕнче ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле ирттернĕ икĕ рейдра 13 автомобиле тĕрĕсленĕ. «Предприниматель ĕçне лицензисĕр туса пынăшăн» статьяпа килĕшÿллĕн 15 протокол çырнă. Вĕсене суд пăхса тухĕ.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;