Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕле кĕрес умĕн

Сивĕ кунсем çывхарнă май хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе фермăсене кĕртес вăхăт çитрĕ. Хĕле кĕтсе илме районти хуçалăхсенче мĕнле хатĕрленнĕ-ха; Çак ыйтупа интересленсе район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн специалисчĕсем тăтăшах хуçалăхсене тухса çÿрерĕç, тĕрĕслевсем йĕркелерĕç. Рейд ушкăнĕсем ялхуçалăх производство кооперативĕсенче выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленине, фермăсенче юсав ĕçĕсем мĕнле шайра иртнине тĕрĕслерĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç. Хĕле кĕрес умĕн кашни хуçалăхрах фермăсен ĕçне тĕплĕн тишкерсе тухмалла, çитменлĕхсене пĕтерме васкавлă мерăсем йышăнмалла. Выльăхсене йĕркеллĕ пăхса усрасси, тулăх тăрантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хальхи вăхăтра районти пур хуçалăхра та выльăхсене апатпа кирлĕ чухлĕ тивĕçтерме май пур. Анчах хăшпĕр хуçалăхсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем фермăсем çине çиелтен пăхнине пула сĕт суса илесси кирлĕ шайра пулса пымасть. Халĕ районĕпе вăтамран кашни ĕнерен 6,6 килограмм сĕт суса илеççĕ, пĕлтĕр ку вăхăтра 6,2 килограмм пулнă. Хальхи вăхăтра «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕнче çеç сĕт суса илессипе лайăх ĕçлеççĕ, кашни ĕнерен пĕр кунта 11,7 килограмм сăваççĕ. «Самолет», «Агро-инвест» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче кулленхи сăвăм 4 килограмран та сахалрах. Ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов пĕлтернĕ тăрăх, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлессипе кăçалхи плана 63 процент, сенажпа 120 процент, улăмпа 103 процент тултарнă. Сĕтеклĕ апатсенчен 14318 тонна силос, 6231 тонна выльăх кăшманĕ,920 тонна çĕрулми пур. Районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 22,1 центнер апат единици хатĕрленĕ, пĕлтĕрхи кăтарту 23,7 центнерпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси фермăсене çулла тĕпрен юсанипе, машинăсене, оборудованисене тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттернипе тÿрремĕн çыхăннă. Юсав ĕçĕсем районти хуçалăхсенче пур çĕрте те вĕçленмен-ха, хăшпĕрисенче вара тин çеç пуçăннă. «Знамя труда», «Гвардеец», «Юнтапа», Коротков ячĕллĕ, «Победа», К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор» хуçалăхсенче çулла фермăсенче юсавçăсен ятарлă бригадисем йĕркеленĕ, вĕсем выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен юсанă. МТС «Яуши», «Урожайная нива» хуçалăхсенче тата ялхуçалăх техникумĕнче çак ĕç кая юлса пырать, витесене юсасси пирки вĕсенче çанталăк сивĕтсен кăна аса илнĕ-ши; «Урожайная нива» хуçалăхри фермăра лару-тăру питĕ йывăр-мĕн. Кунта витесенче дезинфекци ирттермен, транспортерсем йĕркеллĕ ĕçлеменрен ферма тислĕкпе тулса ларнă. Çак тата ытти çитменлĕхсене районти пур хуçалăхра та хĕле кĕриччен сирме тăрăшасчĕ.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;