Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лайăх ĕçленĕшĕн - музыка центрĕ

Вĕренÿ çулĕн малтанхи уйăхĕсене районти шкулсенче вĕренекенсем хĕрÿ ĕçре ирттерчĕç. Вăрман Кипекри вăтам шкул ачисем, акă, «Маяк» ялхуçалăх производство кооперативĕн уйĕсенче вăй хунă, «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртме пулашнă. Çавăншăн хуçалăх шкул столовăйне çĕрулми çителеклĕ уйăрнă, ку ачасене çулталăкĕпех вĕри апатпа тивĕçтерме май парать. Çавăн пекех вĕренекенсем «Свет» хуçалăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Вурнарская» агрофирмăна та тивĕçлĕ пулăшу панă. Икĕ кун хушшинче уйри çĕрулмине пухса кĕртнĕ. Агрофирма вĕренекенсене ĕçшĕн тÿленĕ укçапа шкул администрацийĕ музыка центрĕ туяннă. Ку аппаратурăпа шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне усă курма меллĕ.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;