Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Семинар ирттернĕ

Халăхăн культура шайне ÿстерес, пушă вăхăтне усăллă ирттерес тĕлĕшпе районта 68 клуб, районти культура çурчĕ, куçса çÿрекен икĕ клуб ĕçлеççĕ. Халĕ культура ĕçченĕсен концертпа театр сезонĕ пуçланчĕ. Çак эрнере иртнĕ семинар-канашлура вĕсем тĕрлĕ ыйтусене пухса тухрĕç. Районти культуа çурчĕн илемлĕ пултарулăх ертÿçи Валерий Шакртов клуб ертÿçисене çĕнĕ сезонти репертуара çирĕплетме пулăшнă. Халăх хорĕн хормейстерĕ Анатолий Юдин пултарулăх коллективĕпе епле ĕçлемелли пирки сĕнÿсем панă. 2003 çул çемье çулталăкĕ пулнă май Амăшĕн кунне халалланă уява кăçал тата анлăрах ирттерме палăртнă. Ку тĕлĕшпе мĕнле программăсем, сценарисем хатĕрленипе районти культура çурчĕн специалисчĕ Марина Самарова паллаштарнă. Семинара пухăннисем çавăн пекех ку сезонра тумалли ытти ĕçсем пирки те калаçнă. Кĕçĕн Кипекри культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе вăйă программисене сцена çинче кăтартнă.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;