Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сунар тапхăрĕ пуçланать

Чăваш Республикинчи сунар правилисемпе килĕшÿллĕн тата тискер чĕрчунсен йышне шута илсе районта ноябрĕн 1-мĕшĕнчен сунар тапхăрĕ пуçланать. Район территорийĕнче шурă мулкача, тилле, енот евĕрлĕ йытта, пакшана, çÿлевĕçе, сăсара, юса, пăсарана ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен тытма ирĕк панă. Пĕр кунта çын пуçне пĕр мулкач тытма юрать. Сунарта усă куракан мĕнпур йытăсене уртаракан чиртен прививка тутармалла. Сунарçăсене асăрхаттарас килет: сунар правилисене çирĕп пăхăнмалла, пăшалпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕрки пирки манас çук.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;