Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ветерана - çăмăл машина

Ватă çынсен кунĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене тÿлевсĕр вунпилĕк «Ока» автомобиль пама йышăну кăларнă. Çăмăл машинăна ЧР Социаллă политика министерстви уйăрать. Телейлисен шутне пирĕн районти Кивъял Хапăсра пурăнакан 79 çулхи Николай Сергеевич Шумилов та кĕнĕ. Вăрçа вăл 18 çултах тухса кайнă. Воронеж, Орел, Харьков, Полтава, Киев хулисене нимĕç эшкерĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн фронтовика «Хăюлăхшăн» медальпе, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе наградăланă. Çăмăл машина - ватă çыншăн пысăк çăмăллăх. Халĕ ăна çул çинче çÿреме чăрмавлă пулмĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк вĕçлениччен хамăр районти тата икĕ ветеран «Ока» автомашинăллă пулĕç.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;