Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пасар ăçта кирлĕ

Çак ыйту Вăрнарта темиçе çул халăха пăтратать. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, кĕçнерникун пасар Ж.Илюкин, ытти чухне вара А.Иванов урамĕсенче ĕçлет. Темиçе çул каялла йĕркеленине пасар теме çук-ха ĕнтĕ. Çирĕп алăллă тепĕр хуçан выльăх усрамалли сарай-вите те унтан йĕркелĕрех. Кунта вара кукăр-макăр хăмасенчен çапса тунă ĕлĕкхи лаç евĕр будкăсем. Чиркÿрен инçех мар вырнаçнă пасарта та йĕркеллĕ теме çук, паллах. Кам мĕнле пултарать, çапла ăсталать суту-илÿ вырăнĕсене. Кунта хуçасем çук та тейĕн. Тĕрĕссипе вара вăл «Вăрнарти пасар» муниципаллă предриятин шутланать. Кĕçнерникунсенче сутăçсем машинăсем çÿрекен çула та картласа хураççĕ. Тепĕр чухне виле пытарма та тавралла çаврăнса кайма тивет. Çул тата ун икĕ айăкки пасар территорине кĕмест те сутăçсенчен вырăншăн укçине кам пуçтарать-ши е вĕсем вуçех тÿлемеçĕ; Шалта вара мĕн чухлĕ лаптăк усă курмасăр выртать. Нивушлĕ пĕрре йĕркелесе ярса тивĕçлĕ условисем тума çук-ши; Куллен ĕçлекен пасар территорине (А.Иванов урамĕнчине) темиçе хутчен те хупма палăртнăччĕ. Район администрацийĕн экономика управленийĕ предпринимательсемпе темиçе хут та канашлусем ирттерчĕ. Хирĕçÿ паянхи кун та татăлман. Икĕ енĕ те ĕнентерÿллĕ хăйсен тĕрĕслĕхне çирĕплетеççĕ. Пĕри ку пасарта таса мар, йĕрке çук, санитари нормисене пăхăнмаççĕ тесе çирĕплетет, теприсем - çĕнĕ вырăна тĕрĕс мар суйласа илнине, унта халăха çÿреме мелĕ маррине, санитари условийĕсем кунтинчен пĕрре те уйрăлса тăманнине çирĕплетеççĕ. Пĕрре пăхсан - иккĕшĕ те тĕрĕс калаççĕ. Чи малтанах пасар Вăрнар поселок администрацийĕн, унтан «Тепловодоканал» предприятийĕн пулнă, халĕ каллех поселока пăхăнса тăрать. Пĕррехинче канашлура çавна хирĕçлесе, пасар хуçасăр юлнă тесе çирĕплетрĕç. Сăлтавне предпринимательсем суту-илÿ вырăнĕшĕн укçа тÿлеменнипе, çавна май ăна тытса тăма тăкаклă пулнипе ăнлантарнăччĕ. Тĕлĕнмелле - ытти çĕрте вĕсенчен хула-поселоксем пысăк тупăш илеççĕ. Йĕпреçре, авă, кĕрсе тухма та милетлĕ, тавар туянас килет, йĕри-тавра тирпейлĕ, илемлĕ. Шăв-шав вăйлансан предпринимательсем район пуçлăхĕ патĕнче те пулнă, лару-тăрăва ăнлантарса панă, хăйсем пĕлтĕр кăна суту-илÿ вырăнне арендăланăшăн поселок администрацине сахал мар укçа-тенкĕ хывнине пĕлтернĕ. Пĕрисем çирĕплетнĕ тăрăх вăл 100 пине те çитет. Çав суммăран вара пасар территорине тытса тăма пĕр пус та уйăрман курăнать. Вăрнар поселокĕ илемленсех пырать. Райпо магазинĕсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Предприятисен кантур çурчĕсене те паянхи кун ыйтнă пек юсаççĕ. Нумаях пулмасть А.Иванов урамĕнчех, пасартан инçе мар, «Мила» пĕчĕк магазин уçăлчĕ. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, йывăç-тĕм лартнă. Лавкка аякранах кĕрсе курма илĕртет, шалта пур тавар та куç умĕнче, хакĕсем ытти çĕртинчен йÿнĕрех, теççĕ. Ир пуçласа каçчен ватти-вĕтти татăлмасть унтан, кĕрпе-çăнăх, çăкăр тата ыттине те туянаççĕ. Апла пулсан ĕçлеме пĕлеççĕ предпринимательсем. Пĕр-пĕр ĕçе пуçласа тупăш илес тесен малтан укçа-тенкĕ хывма кирлине аван ăнланаççĕ вĕсем. Пирĕн шутпа пасар территорийĕсенче йĕрке тума та пултараççĕ. Пĕрле ларса канашласа çул-йĕре, майсене çеç палăртмалла. Пасара паянхи сăн-сăпатпа тытса тăни Вăрнаршăн намăс пулмалла. Поселок тирпей-илемшĕн Раççей шайĕнче дипломсем илет. Унта кашнин тÿпи пулмалла.


29 октября 2003
00:00
Поделиться
;