Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Теннисла выляса ăмăртрĕç

Пирĕн районта сĕтел çинчи теннис вăййисем уйрăмах анлă сарăлнă. Спортăн çак енне шкул ачисем те питĕ кăмăллаççĕ, ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ. Иртнĕ эрнекун Шупашкарти ачасемпе çамрăксен олимп резервисен спорт шкулĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн сĕтел çинчи теннис енĕпе шкул ачисен спартикиади пулчĕ. Пирĕн район чысне унта Хапăсри вăтам шулта вĕренекенсем - Александр Осипов, Сергей Арбузов, Женя Белкова, Анастасия Кириллова хÿтĕлерĕç. Çак ачасем Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн тренерĕ, хушма пĕлÿ парас енĕпе тимлекен педагог Н.Есенцев патĕнче ятарлă занятисем ирттреççĕ. Ăмăртуран та вĕсем япăх мар кăтартусемпе таврăнчĕç. 19 команда хушшинче пиллĕкмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.


29 октября 2003
00:00
Поделиться
;