Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ тум тăхăнаççĕ

Çавалкассипе Сăкăта Шупашкартан та, Вăрнартан та автобуссем çÿренĕ май, вĕсем патне аякри хăнасем килсех тăраççĕ. - Сирĕн ялсем çулсерен çĕнĕ тум тăхăнаççĕ. Килсене газ кĕртесси вĕçленсе пырать. Кашни яла асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Нумаях пулмасть Çавалкассинче ваттисен çуртне хута янă. Туçи Мăратри вăтам шкула вĕренме çÿрекенсем валли автобус уйăрса панă. Кашни урамрах çĕнĕ çуртсем умлăн-хыçлăнах çĕкленеççĕ. Сахал мар çĕнĕлĕхсем. Аван пурăнатăр, - тесе мухтаççĕ инçетри тăван-пĕлĕшĕсем, çĕнĕ улшăнусене çийтĕнчех асăрханă май. Чăн та, кунти ял ĕçченĕсем малашлăх çинчен ĕмĕтленсе вăйлă тырпул çитĕнтереççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх ĕчетеççĕ, çĕнĕрен илемлĕ çурт-йĕр лартаççĕ, çамрăксем мăшăрланса çемье чăмăртаççĕ, тĕнчене çĕнĕ çынсем парнелеççĕ, кĕрекесенче чăваш кĕвви-юррисене шăрантараççĕ. Эппин, Çавалкас тăрăхĕнче пурăнакансен малашлăх уттисем çирĕп те тĕреклĕ.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;