Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр суранне - сиплĕх

Çавалкассинчи, Сăкăтри, Туçи Мăратри, Юлапăшри çĕрсем тÿрем мар, çырма-çатраллă, тăвайккиллĕ. Ку тăрăхри халăх мĕн авалтан тăван тавралăха чăрсăр шыв ишĕлтерсе пырассинчен сыхă тăнă, çутçанталăк саккунĕсене пăхăнса пурăннă, уйсене эрозирен çине тăрса сипленĕ, йăшса тăракан шырлансене çатансем тытса картланă. Ыра йăла халĕ те манăçа тухмасть. Çавалкаси ялĕн варрипе юхса выртакан Илепер юханшывĕн икĕ енĕпе йывăçсем ешерсе ÿсеççĕ. Ку тăрăхри пĕвесене юсасах тăраççĕ. Хуçалăх ертÿçисем çине тăнипе Çавалкассипе Туçи Мăрат хушшинчи плотинана та шыв-шур çĕмĕрсе каясран асăрхасах тăраççĕ. Йăшса пыракан шырлансемпе çырмасене çăварлăхласси йывăр ĕç. Çынсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕн хăйне евĕр технологине тахçанах алла илнĕ. Вĕсем эрозие хирĕç кĕрешессине паянхи кун та тĕп вырăна хураççĕ. Çакна эрози енĕпе ирттерекен уйăхлаха ял çыннисем хутшăнни те лайăх çирĕплетсе парать.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;