Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăк ăрушăн тăрăшса

Туçи Мăратри вăтам шкулти педагогика коллективĕ çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе кăтартуллă ĕçлет, вĕренÿ системине компьютеризацилес программăна ăнăçлă пурнăçласа пырать. Информатика предметне вĕрентекен Елена Николаевна Афанасьева ачасене компьютер çинче тĕрлĕрен прогаммăсем хатĕрлеме хăнăхтарать. Информатика классĕнче пурĕ 12 компьютер вырнаçтарса лартнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - çĕннисем. Кашни педагог уроксем ирттернĕ чухне компьютерпа анлă усă курма тăрăшать. Çакă ачасене çирĕп пĕлÿ илме пулăшать. Ун пирки акă мĕн каласа пачĕ шкул директорĕ Владимир Иванович Малов: - Вĕренÿ системинче çĕнĕ йышни компьютерсемпе усă курма тытăнни çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ парас ĕçре питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялта çыхăну япăх ĕçленĕ пирки эпир халлĕхе интернета ниепле те тухаймастăр, электронлă почтăпа та усă кураймастпăр. Шкул умĕнчи малашлăх тĕллевĕсенчен пĕри вăл - компьютер системине анлăн аталантарса ярасси, унпа кашни вĕренекене туллин усă куртарасси.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;