Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕл тутă та ăшă килĕ

К.Маркс ячĕллĕ ялхуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх йышне тата унăн продуктивлăхне ÿстерес енĕпе кăçал ÿсĕмлĕрех, тупăшлăрах ĕçлет. Хуçалăх иртнĕ тăхăр уйăхра сухалакан кашни 100 гектар çĕр пуçне 4944 центнер сĕт туса илчĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 102,8 центнер нумайрах. Дояркăсем виççĕмĕш квартал вĕçленнĕ тĕле кашни ĕнерен 2.601 килограмм сĕт суса илчĕç. Ăмăртура С.Прокопьева ертссе пыракан Сăкăтри сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем мала тухрĕç. Т.Арсентьева, Л.Иванова, Л.Макарова, И.Мефодьева дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен виçĕ пиншер киллограмм енпе сĕт суса илме пултарчĕç. Çавалкассинчи З.Углов ертсе пыракан фермăри дояркăсем те кÿршисенчен юласшăн мар И.Григорьева, В.Назарова, Е.Григорьева, Е.Васильева, В.Кириллова, С.Алексеева, С.Григорьева дояркăсен кăçалхи кăтартăвĕсем пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чылай пысăкрах. Апат тулăх хатĕрлемесĕр, паллах, выльăхсен шутне тата вĕсенчен илекен тупăша ÿстерме çук. Акă мĕншĕн ял ĕçченĕсем выльăхсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ. Вĕсем 2540 тонна сенаж, 1.365 тонна силос, 305 тонна утă, 950 тонна тымар-çимĕç хывса хăварчĕç. Халĕ юсавçăсем выльăх-чĕрлĕх витисене йĕркене кĕртсе çитерессипе ĕçлеççĕ. Ферма ĕçченĕсем выльăхсене тĕрĕс-тĕкел пăхса усранипе, вĕсене сĕтеклĕ апатсемпе тулăх тăрантарнипе кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче те продукци туса илессине ÿстерсе пыма тĕллев тытрĕç.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;