Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет

Ял ĕçченĕсем кăçал 448 гектар çинчи кĕрхи тата çурхи культурăсене типтерлĕ, вăхăтра пухса кĕртрĕç. Çĕр хăйшĕн тăрăшнине, пăхнине, сипленине хресчене каялла тавăрса пама манман, вăл кашни гектартан 30 центнер ытла тухăç пачĕ. Хуçалăх пурĕ 13.701 центнер тырă пухса кĕртрĕ. Вăйлă тырпул çитĕнтерес тата ăна вăхăтра пухса кĕртес çĕрте çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар юхтарса ĕçленĕ механизаторсене ырăпа асăнмасăр иртме çук. Ахальтен мар вĕсем: “Хура çăкăр хура тарпа çитĕнет”, - теççĕ. Тĕпрен илсен, уй-хир ĕçĕсем вăхăтра вĕçленесси йăлтах механизаторсенчен килет. Ака тумалла-и, тырпул пухса кĕртмелле-и е çĕрулмипе тымар-çимĕç çитĕнтермелле - ăнăçлăх йăлтах “Хурçă ут хуçисенчен” килет. Ака-сухара Ю.Филиппов, В.Николаев, В.Степанов, трактористсем, тырă пухса çапнă çĕрте В.Михайлов, А. Романов, В.Степанов, Э.Абрамов, С.Арсентьев, А.Михайлов, Л.Христанов, В.Абрамов, С.Сергеев комбайнерсем, çĕрулмипе выльăх кăшманĕ çитĕнтернĕ чухне Ю.Мефодьев, С.Петров, С.Кириллов, Д.Петров механизаторсем чăннипех хура тар тăкса ĕçлерĕç, пур йышши техникăна та тухăçлă ĕçлеттерчĕç, çунтармалли-сĕрмелли материалсене нумай перекетлерĕç. Чыс та хисеп вĕсене, ялйыша сĕтеклĕ кăпăшка çăкăр çитерекенсене.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;