Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хушма хуçалăхсем усăллă

Рынок тапхăрĕ тупăш илмелли майсене шырама, ялхуçалăх продукцине тирпейлекен цехсемпе тĕрлĕ йышши пĕчĕк предприятисем уçма, хушма хуçалăхсем йĕркелеме хистет. Унсăрăн хуçалăх экономикине аталантарма çук. Çавалкассинче шурă çăнăх авăртакан арман хуçалăх кассине укçа хывма пулăшать. Армана йĕркеллĕ ĕçлеттерес тесе В.Виноградовпа А.Миронов çăнăха вăртакансем нумай вăй хураççĕ. Ялхуçаллăх предприятийĕсенче укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса панă çĕрте утарăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. А.Афанасьев утарçă вĕллесен шутне ÿстерсе пынипе пĕрлех, пыл илессине те чи малти вырăна хурать. Кăçал вăл 166 килограмм пыл илчĕ. Хуçалăха чылай тупăш кÿчĕ.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;