Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Краеведени музейĕнче

Çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ воспитани парас ĕçре музейсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем тăван ен историне, культурине аслă ăрусен мухтавлă йăлисене упраса хăварма пулăшаççĕ. Ырă пуçару яланах паха çимĕç парать тенешкел, хăй вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Р. Зайцева тăрăшнипе тата пуçарнипе шкулта краеведени музейне уçрĕç. Ăна çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатас тесе, Роза Алексеевна Шупашкарти, Хусанти, Ульяновскри, Мускаври тĕп архивсемпе çыхăну тытрĕ. Çулсеренех музей ячĕпе хаклă хутсем, ку шкултан вĕренсе тухнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлекен ентешĕсенчен çырусем, историлле пысăк пĕлтерĕшлĕ документсем килсех тăчĕç. Тÿлевсĕр ĕçлекен музей директорĕ ялсем тăрăх, килтен-киле çÿресе, авалхи савăт-сапасин, пир тĕртмелли хатĕрсем чылай пухрĕ, ку тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсен пурнаçне сăнласа паракан альбомсемпе стендсем турĕ. Халĕ экспонатсен шучĕ пинтен те иртет. Музей директорĕ пулса Роза Яковлевнăн хĕрĕ Людмила Васильева Миронова ĕçлет. Вăл та, амăшĕ пекех ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ырă пуçарăва малалла тăсаканскер, пире çапла каласа пачĕ: - Ентешсен пархатарлă кун-çулне, мухтавлă ĕçĕ-хĕлне сăнласа паракан документсене, вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене музее килсе парсан, чĕререн тав тунă пулăттăмăр. Килте вĕсем çĕтĕлме, сиенленме пултараççĕ, музейра ялан шанчăклă упранĕç, ыттисем курса киленĕç, вĕренĕç, усă курĕç. Музейри экспонатсем пуянласа пыни пирĕн ял историне тишкерессине малалла тăсниех пулать, - терĕ Людмила Васильевна.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;