Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куракансем хурланчĕç те, савăнчĕç те

Шкулти юрă-ташă ăстисем ял-йыша илемлĕ юрă-кĕвĕпе, хаваслă вăйă-ташăпа илĕртсе тăрасси яланхи йăлана кĕнĕ. Вĕсем хăйсен пулатрулăхне халăх умне кăларса, çĕршер çын чĕриене тыткăнлаççĕ, хумхантараççĕ, савăнтараççĕ. Акă, нумаях пулмасть, ватăсен уявĕнче, 54 ачаран тăракан пултарулăх ушкăнĕ Çавалкасри ваттисен çуртĕнче пысăк концерт кăтартрĕ. Унăн илемлĕх ертÿçи Алевтина Николаевна Кузнецова тата ачасене музыкăна вĕрентекен Михаил Васильевич Кустин ватăсене халалласа хатĕрленĕ литературăпа музыка композицине куракансем хапăлласа йышăнчĕç. Тăваттăмĕш класра вĕренекен Наташа Трофимова “Шăпа” сăвă каланине, тăххăрăмĕш класри хĕрсен ушкăнĕ чăваш ташшине хореографи тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра кăтартнине, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш классенчи ачасем ватăсене халалласа юрланă юрри-кĕввисене, халап-юмахĕсене, пародийĕсене курма пухăннисем тăвăллăн алă çупса пысăк хак пачĕç. Программăри юрă-кĕвĕсем, йăлтах ватă çынсене халалланăскерсем, куракансене хурлантарчĕç те, савăнтарчĕç те.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;