Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлÿ эрнисем

Кашни вĕренÿ çулĕнчех, ачасен пĕлĕвĕпе тавракурăмне анлăлатас тесе, кунта уйрăм предметсемпе пĕлÿ эрнисем ирттереççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш пĕлÿ эрнине историпе право предметне халалланă. Пĕрремĕш категориллĕ, ачасене чĕрĕк ĕмĕр ытла вĕрентсе пуян опыт пухнă, республикăн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă Петр Яковлевич Золов педагог пĕлÿ эрнинчи программăна анлă, нумай енлĕ, ачасене кăсăклантаракан вуншар ыйтусене кĕртнĕ. Ачасем çак вăхăтра Чăваш Ен историйĕпе, пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕнрех паллашĕç, рефератсем çырĕç, конкурссене хутшăнĕç, ыйтусемпе хуравсен кунĕсене ирттерĕç, терлĕрен вăйăсем йĕркелĕç. Иккĕмĕш пĕлÿ эрнинче ачасем математикăпа информатика предмечĕсене тишкерĕç. Валентина Петровна Петровăпа Елена Николаевна Афанасьева педагогсен те программăсем хатĕр ĕнтĕ. Ачасене пĕлÿ “ытамне” илсе кĕрекенĕсем компьютерсем. Пĕлÿ эрнисен кăтартăвĕсене вĕренÿ çулĕ вĕçленес умĕн пĕтĕмлетеççĕ. Çак тапхăрта ачасем пур предметсемпе те пĕлĕвĕсене анлăлатĕç, пултарулăх ÿстерĕç. Хăйсен профессине чунтан парăннă учительсем пĕлÿ эрнисенче çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани пама вăй-халне те, вăхăтне те шеллемĕç.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;