Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район çыннисем: Этем ĕçĕпе хитре

Çынна унăн ĕçĕпе хаклама хушаççĕ те Кайри Тукайĕнче пурăнакан Тамара Михайловна Максимова пирки манăн ĕçчен те пултаруллă, ылтăн алăлă хĕрарăм тесе калассăм килет. Пĕрре курсанах вăл хастар та хĕрÿллĕ, çав вăхăтрах кăмăллă, сăпайлă иккенне туйса илтĕм. Ăнсăртран паллашма тÿр килчĕ унпа. Çĕрпелти культура çуртĕнче йĕркеленĕ выставкăра ку ялти вăтам шкул ачисен ĕçĕсем умĕнче чылайччен тытăнса тăтăм. Тĕлĕнмелле хитре эрешĕ салфеткăсем, куçа илĕртекен тĕрĕсем, илемлĕ композицисем, çемçе теттесем çав тери тыткăнларĕç. «Тамара Михайловна шкулти технологи урокĕсене ертсе пырать. Çав тери маттур хĕрарăм,- терĕ выставка йĕркелÿçипе паллаштарнă май Çĕрпелти вăтам шкул директорĕ Яков Сергеевич Корнилов. - Ăсталас, тĕрлес-çыхас енĕпе ăна çитекен çук та пулĕ». Т.Максимован ачалăхĕ Кайри Тукайĕнче иртнĕ. Хĕрача хĕрачах çав, амăшĕ çыхма-çĕлеме ларсан вăл та ун çумне вырнаçса ларнă, пĕчĕккĕн ал ăсталăхне хăнăхнă. Шкул вĕренсе пĕтерсен тăван хуçалăхра тăрăшма тытăннă, агроном, пĕр вăхăт бригадир тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл чăваш ялхуçалăх институтĕнче заочно майпа вĕреннĕ. Шкулта вара Тамара Михайловна вуниккĕмĕш çул тимлет. Ĕç урокĕсене ертсе пынипе пĕрлех вĕренекенсене алĕçне хăнăхтарас тĕллевпе «Ăста алăсем» кружок йĕркелет. Унта çÿрекенсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Кĕске вăхăтрах вĕренекенсем çыхма, çĕлеме, тĕрлеме, улăмран, изоçипсемпе тĕрлĕ композицисем тума хăнăхаççĕ. Тамара Михайловна каланă тăрăх, кăçал ĕç планне вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлĕ япаласем ăсталассине те кĕртнĕ. Ачасен чуна парса ĕçлени харама кайман. Акă, Çĕрпелĕнчи вăтам шкулти алăстисем районта иртекен «Ылтăн алăсем» конкурса хутшăнса темиçе çул ĕнтĕ тĕрлĕ номинацире малти вырăнсене йышăнаççĕ. - Ачасене юратниех мана ĕçре тата тăрăшуллăрах пулма хистет, тет пултаруллă учительница. - Вĕсене ĕçлеме кăна мар, хавхалантарма та пĕлмелле. Кружока çÿрекенсен пурин те ĕçлес кăмăлĕ, тăрăшулăхĕ пысăк. Сăмахран, пĕртăван Таньăпа Инна Васильевасем крючокпа çыхма ăста. Кристина Мясникован çемçе теттисем лавккаринчен пĕрре те кая мар. Катя Никифорован, Аня Михайлован, Ирина Моисееван пултарулăхне те пысăк хак памалла. Хĕрачасем кирек мĕнле схемăна та çăмăллăнах «çĕнтерме» пултараççĕ. Тĕрĕсен, чĕнтĕрсен, тĕрлĕ тумтирсен çыхмалли тĕслĕхĕсене «Валентина», «Лиза», «Диана» тата ытти çакăн евĕр жуналсенчен илетпĕр. Ĕçе юратни кăна чуна канăç кÿрет. Çак ылтăн правилăна тĕпе хурса тăрăшать те Тамара Михайловна. Ĕç учителĕ пулнă май ачасене çĕрпе ĕçлеме, унран тухăç илме те вĕрентет вăл. Сăмах май, Çĕрпел шкулĕн çĕр лаптăкĕ 8 гектарпа танлашать. Çĕрулми, тырă-пулă, пахчаçимĕç çитĕнтерсе пысăк тупăш илеççĕ кунта. Çуллахи вăхăтра ачасем йăрансем çинче тăрăшса ĕçлеççĕ: çумлаççĕ, шăвараççĕ, кăпкалатаççĕ. Иртнĕ çул Çĕрпел шкулĕнчи ĕç лагерĕ республикăри конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илни вĕрентекенĕн, ачасен ĕçченлĕхне çирĕплетет. Выляса илнĕ пилĕк пин тенкĕне çĕрпелсем çĕре апатлантарма янă, минераллă удобренисем туяннă... Пĕчĕклех ĕçе хăнăхни ачасене тĕрĕс çул çине тăма, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшать. Тамара Михайловнана пархатарлă ĕçĕшĕн пурте хисеплеççĕ. «Ашшĕ-амăшĕсенчен тав сăмахĕ илтни, мĕн вĕрентнине ачасем чуна хывни, пĕлÿпе пурнăçра пĕлсе усă курни – кашни вĕрентекеншĕнех чи пысăк парне»,- тет ырă чунлă учительница.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;