Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Семинар усăллă иртнĕ

Ытларикун районти ялхуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем, тĕп зоотехникĕсем, ферма заведующийĕсем, ветеринари участокĕсен пуçлăхĕсемпе ветеринари тухтăрĕсем пĕрлехи семинар-канашлу ирттернĕ. Унта вĕсем ялхуçалăх отрасльне аталантарассипе, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Семинар-канашлăва хутшăнакансем районти тăватă хуçалăха çитнĕ, зооветспециалистсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма пултарнă. Малтанах пурте “Броневик” ялхуçалăх производство кооперативне çул тытнă. Ку хуçалăхра пухăннисем сĕт туса илес технологипе, выльăх-чĕрлĕхе мĕнле пăхнипе тата апатлантарнипе, халăхран выльăх туянас опытпа, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç вырăнĕнчи условисемпе паллашнă. Лару-тăрупа хуçалăх председателĕ И.Орлов паллаштарнă. “Броневик” ялхуçалăх производство кооперативĕ сĕт тата аш-какай туса илессипе районта малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕрет. Кăçалхи тăхăр уйăхра кунта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 596,9 центнер сĕт, 93 центнер аш-какай туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ хуçалăхра 755 пуç. Сăвакан ĕнесен шучĕ пĕлтĕрхи шайрах - 228 пуç. Выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлемесĕр лайăх продукци илеймĕн. Хуçалăхра çакна лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та выльăхсене ытлă-çитлĕ тăрантараççĕ. - Юлашки икĕ çул хушшинче хуçалăхра апат енчен кăрăсрахчĕ, çавна май йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Çакна шута илсе кăçал апата çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Кашни условнăй выльăх пуçне 21 апат единици тивĕçет. Сенажпа силоса икĕ пин тонна енне хывса хăвартăмăр, утă-улăмĕ хĕл каçма çитет. Выльăхсене витаминлă апатпа тивĕçтерес тесе концентратсем хушатпăр. Ку енĕпе йывăрлăхсем çук,- палăртнă хăйĕн докладĕнче И.Орлов. Хăмăшсем выльăхсене самăртассипе те аван ĕçлеççĕ. Витесенче 165 пуç вăкăр тăрать. Вĕсем кунне 550-шар грамм ÿт хушаççĕ. Сăмах май каласан, ÿт хушассипе районти хуçалăхсенчи вăтам кăтарту кăçалхи тăхăр уйăхра 432 грампа танлашнă. Ăратлăхпа çителĕксĕр тимлени пирки каланă председатель. Фермăра ĕçлекенсем çитмеççĕ. Паянхи куна ĕнесене 12 доярка сăвать, шел пулин те, вĕсене смена хыççăн улăштараканнисем çук, çакă ĕç тухăçлăхĕ çине те витĕм кÿрет. Ферма ĕçченĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе ĕç укçине ÿстернĕ пулин те, вăл пысăках мар. Çак сăлтава пулах çынсем, уйрăмах çамрăксем, ĕçлесшĕн мар. Семинара хутшăннисем çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç вырăнĕнчи условийĕсемпе паллашнă. Кунта фермăра вăй хуракансем валли ĕç хыççăн çăвăнса тасалма душ пур, канмалли пÿлĕм уйăрнă. Унччен буфет та ĕçленĕ, анчах вăл тупăш кÿменнине кура ăна хупма тивнĕ. “Броневик” ялхуçалăх производство кооперативĕнче выльăхсен йышне ÿстерсе ытларах продукци илес принципа пăхăнса ĕçлеççĕ. Ку хуçалăх экономикине тĕреклетмелли, укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли тĕп çăлкуç пулса тăрать. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, хăмăшсем аш-какай туса илессипе районти чи тухăçлă ĕçлекенсен йышĕнче. Выльăх-чĕрлĕхрен илнĕ продукцие хуçалăхра районти предприятисене - Вăрнарти аш-какай комбинатне тата типĕтнĕ сĕт заводне - вырнаçтараççĕ. Кăçал ял çыннисене 80 пуç пăрăва хуçалăха ÿстерсе памашкăн уйăрнă, уншăн тырă пама килĕшÿ тунă. Семинар-канашлу ĕçĕ “Правда” хуçалăхра малалла тăсăлнă. Кунта та специалистсем сĕт-çу ферминче пулнă, лару-тăрупа паллашнă. “Правда” хуçалăхăн экономики юлашки çулсенче чылай хавшарĕ, пуçлăхсем те час-часах улшăнчĕç. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕлтĕрхинчен самаях чакнă. В.Иванов председатель хуçалăхăн йывăр лавне туртма пуçланăранпа çулталăк та çитеймен-ха, апла пулин те лару-тăру ырă енне улшăнни куçкĕрет. Сĕт-çу ферминче унччен йĕркесĕрлĕх хуçаланнă, витесем тислĕкпе тулнă, ăна тасатассипе тимлемен. Халĕ тирпейлĕ, таса. Хуçалăхра 353 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, сăвакан ĕнесем - 145 пуç, сыснасем 40 пуç усраççĕ. Фермăра ултă доярка тимлет. Нурăссем ферма витисене хĕле тĕплĕн хатĕрлесе çитереймен. Юсав бригади халĕ те ĕçлет, строительство материалĕсем кÿрсе килнĕ. Унсăр пуçне 250 кубла метр делянка туяннă. Семинара хутшăннисем çавăн пекех “Новый путь” хуçалăхăн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу ферминче пулнă. Сĕт туса илессипе малтикассем пĕлтĕрхинчен япăхрах ĕçленĕ. Сăвакан ĕнесен шучĕ хуçалăхра 145 пуç, талăкра кашни ĕне пуçне 5 литр сĕт сăваççĕ. Хуçалăхра ферма витисене хĕле лайăх хатĕрлесе çитернĕ, шуратса дезинфекциленĕ. Транспортерсем ĕçлемен пирки тислĕке лавсемпе турттараççĕ. “Искра” ялхуçалăх производство кооперативĕн Тăвальушкăнь Ялтăрари тата Аçăмçырминчи фермăсенче выльăхсене самăртас, сĕт туса илес ĕç технологийĕ пирки Н.Аливанов председатель каласа кăтартнă. Хуçалăхра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ, траншейăсене сенажа пин тонна хывнă. Ăна выльăхсене чÿк уйăхĕнчен çитерме пуçлаççĕ, ешĕл масса çăва тухичченех çитет. Аçăмçырминчи культура çуртĕнче канашлăва пынисем умĕнче район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин, тĕп зоотехникĕ Г.Романов, тĕп экономисчĕ З.Игнатьева, “Искра” ЯХПК председателĕ Н.Аливанов, ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Н.Тихонов тухса калаçнă. Çавăн пекех семинар ĕçне район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев, ăратлăх енĕпе ĕçлекен “Чувашское” пĕрлешĕвĕн ертÿçи И.Козин хутшăннă, ялхуçалăхĕнчи реформăсемпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;