Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тараватлисем, вашаватлисем

Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрамасăр хресчен хуçалăхне малалла аталантарса пыма йывăр. Акă мĕншĕн Çавалкас ял администрацине кĕрекен ялсенче выльăх-чĕрлĕх йышне тата вĕсенчен илекен продуктивлăха ÿстерсех пыраççĕ. Халĕ кунти фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 845 пуçран иртет. Çавалкас, Сăкăт, Туçи Мăрат тата Юлапăш ялĕсенче пурăнакансем те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Кашни кил хуçи хăйĕн тупăшне выльăх йышлă усранипе ÿстерсе пыма тăрăшать. Пурне те паллă, выльăх-чĕрлĕх чирлемесĕр пулмасть. Инкек-синкеке вăхăтра сирсе янă çĕрте Çавалкассинчи ветеринари участокĕн тÿпи уйрăмах пысăк. Иван Егорович Ермолаев ветврач тÿрĕ чунлă, ăшă та çирĕп кăмăллăскер, пулăшу ыйтма пынă кирек-мĕнле çынна та тарават кĕтсе илет. Çавăншăн ăна ырăпа асăнаççĕ. И. Ермолаев сиплев ĕçĕнче 12 çул вăй хурать. Хуçалăхсен фермисене çитмелле-и е уйрăм çынсен килĕсене - вăл яланах пулăшу пама васкать. Хусанти ветеринари институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çак вырăна çирĕп тымар янă та, ветеринари участокне ăнăçлă ертсе пырать. Ăна çак ĕçре Инна Николаевна Михайлова фельдшер пысăк пулăшу парать. Вăл та сиплев ĕçĕнче тараватлă, вашаватлă. Эппин, “МТС Яуши”, К. Маркс ялхуçалăх предприятийĕсен тата уйрăм çынсен тупăшне ÿстерсе пынă çĕрте Çавалкассинчи ветеринари участокĕнче ĕçлекенсен тÿпи малашне те пысăк витĕм кÿтĕрччĕ.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;