Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар районĕ - республикăра иккĕмĕшĕ

Вăрнар районĕ экономикăпа социаллă пурнăç аталантарас енĕпе тăхăр уйăхри кăтартусе тăрăх республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн пек пĕтĕмлетÿсем тунă юнкун Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче. Экономика аталанăвĕнче район палăрмаллах çитĕнÿ тунă. 2003 çулхи тăхăр уйăхра, хальхи хаксемпе илсен, 1126,5 миллион тенкĕлĕх промышленность продукцине туса кăларнă, тивĕçтерÿ ĕçне пурнăçланă. Ку пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан виçĕ процент ытларах. Районти çичĕ промышленность предприятийĕнче производство калăпăшĕ ÿснĕ, çав шутран: «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен обществинче - 103, 1 процент, «Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕ» акционерсен общестинче - 2,3 хут (танлаштаруллă хаксемпе 4 хут), «Вуннарский тепловодоканал» МУП - 1,2 хут, «Август» акционерсен хупă обществин филиалĕнче - 13 процент, вăрнар райповĕн - 11 процент, Калинино райповĕн - 1,5 хут. Кăçалхи тăхăр уйăхра пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ районĕпе 156,1 миллион тенкĕпе танлашнă, ку пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан пилĕк процент пысăкрах. Обществăлла апатланура14,7 миллин тенкĕлĕх пулнă е, пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 99 процент. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕн 64 проценчĕ - потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсен тÿпи. Кăçалхи тăхăр уйăхра 7,75 пин тăваткал метр пурăнмалли çур тунă* 80,6 километр газ пăрăхĕсем хута янă. 781 çурта тата хваттере çутçанталăк газĕ кĕртĕ. Çĕнĕрен 0,5 километр çул сарнă, 12,8 километр чухлĕ юсанă. Районти хуçалăхсенче тĕштырăсемпе пăа йышши культурăсене 9700 гектар çинчен пуçтарса илнĕ, çакă акнă лаптăкăн 88,9 проценчĕ. Вăтам тухăç кани гектартан 21,5 центнер пулнă, пурĕ 20891 тонна тырпул пухса кĕртнĕ. Çĕрулмие пĕтĕм лаптăкăн 97 проценчĕ çинчен (697 гектар) кăларса илнĕ. Вăтам тухăç - 177,2 центнер. «Янгорчино» хуçалăхра вăл 320 центнерпа танлашнă. Районти 19 хуçалăхра 1237,1 тонна аш-какай туса илнĕ. Сĕт туса илесси 7 хуçалăхра , мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 6 хуçалăхра, сыснасен 7-шĕнче ÿснĕ. Тăхăр уйăхри кăтартусемпе район бюджечĕн тупăшсен пайне 137,4 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă, çакă - çулталăкри планăн 79,45 проценчĕ. Тăкаксен пайĕ - 121,1 миллион тенкĕ пухăнă, çав шутран район бюджетне 25,5 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Республика бюджетне 54,9 миллион, РФ бюджетне - 29,7 миллион тенкĕ.


01 ноября 2003
00:00
Поделиться
;