Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сăмах ĕçпе çирĕплентĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчи коллеги ларăвĕн кун йĕркине пилĕк ыйту кĕртнĕ: газ кĕртессипе вунă уйăхра пурнăçланă ĕç калăпăшĕ, уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тата выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси, халăх хуçалăхĕпе социаллă объектсене хутса ăшăтмалли сезона епле хатĕрлесе çитерни, районта пурăнакансене çĕнĕ йышши паспортсемпе тивĕçтересси, “Çемье çулталăкĕпе” çыхăннă мероприятисене тата Амăшĕн кунне хатĕрленсе ирттересси. Ларăва район администрацийĕн пуçлахĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев йĕркелесе ертсе пычĕ. Газ кĕртесси паян - республикăра тăвакан пысăк ĕçсенчен пĕри. Çавăнпа та ку енĕпе ĕç “лавĕ” ăçта çитнине ЧР Президенчĕ çиреп асăрхаса тăрать. Пĕрремĕш ыйтăва уçса панă май капиталлă строительство пай пуçлăхĕ В. Ильин районти кăтартусемпе паллаштарчĕ. 2003 çулта районта 160,7 километр газ пăрăхĕсене “ĕçе кĕртме” палăртнă, вунă уйăхра 102,22 километрне хута янă, çакă планпă пăхнин 63,6 проценчĕ. Январь-октябрь уйăхĕсенче пурĕ 1010 уйрăм çурта газ кĕртнĕ, юлашки уйăхра - 229. Подрядчиксене илес пулсан, ĕçсен пысăк пайне “Вурнарыгаз” филиал пурнăçланă. Çав вăхăтрах “Уют” тата “Спецмонтажгаз” организацисем, тендерпа выляса илекен укçа вĕсене лекет пулин те, вăррахăн ĕçлеççĕ. Çавна пулан вĕсен объекчĕсене хута ярасси графикран чылай юлса пырать. Коллеги членĕсем ялсене газ çитересси паянхи куна тивĕçтерменнипе палăртрĕç, çулталăк вĕçленеси нумай юлмарĕ, çавăнпа та подрядчиксене ĕçе хăвăртлăтмаллине асăрхаттарчĕç. Кăçал ялхуçалăх ĕçченĕсене çанталăк условийĕсем чылай ура яврĕç. Çăвĕпех çумăр çунипе хуçалăхсенче тырă тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пуçтарса кĕртеймерĕç, çĕртма ĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлаймарĕç. Районĕпе çĕрсен 51 проценче çеç сухаланă. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕн А.Ильинăн докладĕнче хăш хуçалăх мĕнле ĕçлени яр уççăн курăнать. “Победа”, “Янгорчино”, “Хорнзор”, аш-какай комбиначĕн хушма тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче тĕштырă гектар пуçне вăтам тухăç 21,5 центнерпа танлашнă пулсан “Янишево”, “Маяк”, “Янгорчино”, “Родина” хуçалăхсенче вара вунă центнертан та сахалрах. Çак хуçалăхсенчех çĕрулми тухаçĕ те пĕчĕк, кĕрхи çĕртме тăвасси те япăх. Сивĕ кунсем çывхарнă май хуçалăхсенче выльăх-черлĕх фермисене хĕле хатĕрлесси те пур çĕрте те кирлĕ шайра мар, чылайăшĕнче юсав ĕçĕсене тин кăна пуçăннă. Чăннипех ĕçлес тĕллевлисен, ырă тĕслĕх кăтартакансен йышĕнче паллах - “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Победа”, “Гвардеец”, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем. Чылай хуçалăхра, уйрăмах кая юлса юлса пыраканнисем, апат çителĕксĕррине тата усрама условисем çуккине пула, çунтармалли сĕрмелли материалсем туянма выльăх-чĕрлĕхе массăллă аш-какая ăсатаççĕ. Çапла туни хуçалăсен тупăш паракан пĕр çăлкуçне хупласа лартать. Выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерес, упраса хăварас тĕллевпе тунă йышăну, тен, тинех производство кооперативĕсенчи лару-тăрăва лайăхлатĕ - малашне ялхуçалăх управленийĕнчен ирĕк илмесĕр выльăх-чĕрлĕхе сутма, аш-какая пама юрамасть. Халăх хуçалăхĕпе социаллă объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни çинчен хаçат урлă темиçе те пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Коллеги ларăвĕнче хĕле хатĕрленес ĕçри ырă енсемпе тата çитменлĕхсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ П.Иванов паллаштарчĕ. Октябрь 15-мĕшĕ тĕлне котельнăйсене ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. “Вурнарский” сывлăха çирĕплетмелли комплекс» муниципаллă унитарлă предприятисĕр куçне. Вĕсем çуллана “юрласа” ирттернĕ пулас, октябрь вĕçĕнче те мунчана çеç мар, пурăнмалли çурта, гостиницăна та ăшă параймăн. Коллеги членĕсем комплексри ĕç-хĕл тата унăн ертÿçисем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнмаллине палăртрĕç. Хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе “Вурнарский” тепловодоканал” 1,7 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, ăшă трассисене реконструкцилес çĕре 5,2 миллион тенкĕ кайнă. Районти вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене топливăпа тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах культура çурчĕсене ăшăтма çĕр кăмрăкне çителĕклĕ турттарман-ха. Çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ О.Аршуткина хĕле хатерленнессипе тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. “Строитель” тулли мар яваплă общество тата “Вурнарский” тепловодоканал” предприяти вăйĕпе поселокри чылай çуртсен подвалĕсене тата тăррисене юсанă. Электроэнергишĕн парăмсене парса татнă. Подъездсене чÿречесем лартнă. Анчах та юлашки хваттерсенче пурăнакансене килĕшмен курăнать - Ольга Ивановна чÿречесене çĕмĕрни тата вĕсем “ураланни” пирки пăшăрханса каларĕ. Кивĕ паспортсене çĕнĕ йышшисемпе ылмаштарас тапхăр вĕçленсе пырать, анчах та нумайăшĕ Раççей паспорчĕсене илме васкамасть-ха, кунашкаллисем районта 550-ăн. Пĕтĕмпе те Аçăмçырминчи, Тăвальушкăнь Ялтăра тата Уйкас Кипек ял администрацийĕсенче кăна вĕçленнĕ çак ĕç. Хăшпĕр ял администрацийĕнче кивĕ паспортпа çÿрекенсем çаплах чылай: Мăн Явăшра - 58-ăн, Ершепуçĕнче - 30, Калининăра - 57, Санарпуçĕнче - 49, Пăртасра - 52 тата ыт. те. Шалти ĕçсен районти пайĕн паспортпа виза службин начальникĕ В.Гурьева каланă тăрăх хăшпĕрисем документа пачах улăштарасшăн мар. Çĕнĕ паспорт режимне хирĕçлесе çыру çырса яракансем те пур иккен. Çавăнпа та Валентина Михайловна ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене ку тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсемпе ытларах ĕçлемеллине каларĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ çул пуçламашĕнчен Раççей Федерацийĕн паспортне илменнисемшĕн документсемпе çыхăнна кирек мĕнле операци те пурнăçланаймĕ, ватă çынсем пенси, ĕçлекенсем ĕçукçине илеймĕç тата ыт. те. Çавăнпа та ку ĕçе кĕске вăхăтрах, ноябрĕн 10-мĕшĕччен, туса пĕтерме йышăнчĕç ларура. Юлашки ыйтăва район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ И.Смолина çутатрĕ. Çемье çулталăкне халлаласа кăçал районта тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, çав шутрах - ĕç династийĕсене чыслани те. Шкул ачисем валли “Манăн йăх-несĕл” конкурс йĕркеленĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ енлĕ фестивальсем, кану каçĕсем тата ыт. те иртерни веçех çемье интересĕсене амăшлăхпе ачалăха хÿтĕлессипе çыхăннă. Çулталăка ăнăçлă вĕçлес тĕллевпе коллеги ларăвĕнче районта “2003 çулхи чи лайăх çемье” конкурс ирттерме йышăнчĕç. Малтанах вăл ялсенче иртет, зонĕсенче çĕнтернисем район шайĕнче ăмăртĕç.


05 ноября 2003
00:00
Поделиться
;