Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Воспитани парассине япăх кăмăлпа ан пуçăн

Калининăри вăтам шкула кĕрсенех куç умне ÿкекенни - тирпейлĕхпе тасалăх. Вĕренÿ учрежденийĕ Ĕпле аталанса пынине сăнлакан фотостендсем, тĕрлĕ темăпа çыхăннă стена хаçачĕсем, вĕренÿ çулĕнче ирттерме палăртнă мероприяти планĕсем шкул тулли пурнăçпа пурăннине çирĕплетеççĕ. Шкулăн историйĕ çав тери пуян, вăл Чăваш енри чи ватă вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пĕри, 1845 çулта никĕсленнĕ. Ултă генерал, контр-адмирал, Раççей тинĕс çар флочĕн генштабĕн членĕ В.Федоров, çирĕм ытла наука докторĕсемпе кандидачĕсем, А.Кутузова, В.Смирнова, Г.Мокеев, Н.Фомин, Н.Кузьмина артистсем, Праски Витти, В.Максимова художниксем шăпах кунта вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Кунтан вĕренсе тухнă халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшакан паллă учительсен, врачсен, строительсен списокĕ те вăрăм. Паян Калининăри вăтам шкулта 19 ялти 383 ача вĕренет. Вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн 36 педагог - çав шутран 2-шĕ - РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, 4-шĕ - ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем ырми-канми тăрашаççĕ. Воспитани парас ĕçе нихăçан та япăх кăмăлпа ан пуçăн - çак принципа тĕпе хурса тимлеççĕ кунта ĕçлекенсем. Хальхи саманара ĕлĕкхилле ĕçлени пысăк çитмелĕх. Вĕрентÿ тытăмĕнче те çавах, пурнăç таппипе тан утмалла, çĕнĕлĕхсене вăя кĕртмелле. Нумаях пулмасть Калининăри вăтам шкул директорĕпе Т.П.Ефимовапа калаçма тÿр килнĕччĕ. -Татьяна Павловна, эсир вĕрентÿ системинче чылай çул ĕçлетĕр. Ун тытăмĕнчи курăмлă ĕçсем, ырă улшăнусем сирĕн куç умĕнчех пулса иртрĕç. - 90-мĕш çулсенче обществăра, уйрăммăн илсен халăха вĕрентес ĕçре те, пăлхану “хуçаланчĕ” - çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе пĕр палăртнă çул çукчĕ. Шкула аталанма укçа-тенкĕпе тивĕçтересси хĕсĕкленчĕ: вĕрентекенсем тимиçешер уйăх ĕçукçи илеймесĕр хăшкăлатчĕç, кружоксене, секцисен ирттернĕшĕн укçа хушса тÿлесси пăрахăçланчĕ. Шкула хутса ăшăтас ыйту питĕ çивĕч тăратчĕ. Пурлăхпа техника базине пуянлатасси пирки каламалли те пулман. 1996 çулта йышăннă “Çĕнĕ шкул” программа вĕретÿ тытăмне çĕнĕ вăркăш кĕртрĕ. Президент вĕрентĕве тĕнче шайне çĕклемеллине палăртрĕ. Пирĕн коллектив çĕнĕ прогаммăна ырласа йышăнчĕ. Модернизаци тĕллевĕсене пурнаçласа пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне лайăхлатасси, содержанине çĕнетессине, вĕренекене пур енлĕн аталантарассине тĕп вырăна хурса тăрăшрĕ. Паянхи куна шкулта пĕлÿпе воспитани парас енĕпе пĕтĕм условисем çителĕклĕ: пысăк та çутă кабинетсем, спортинвентарьпе никĕсленĕ спортзал тата площадка, библиотека, мастерской, гаражсем, пахчаçимĕç упрамалли хранилище. Библиотека фончĕ иртнĕ çул кăна вырăс литературин классикĕсен произведенийĕсен 100 томĕпе пуянланчĕ. Патшалăх сахал тупăш илекен, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене кĕнеке илмме укçа-тенкĕпе пулăшать. Çитмен учебниксене ашшĕ-амашĕсем туянса параççĕ. Район администрацийĕ периодика изданийĕсене çырăнса пани те пирĕншĕн çăмăллăх. - Темиçе çул каялла “вĕрентÿ тытăмне информатизацилесси” текен ăнлав пурнăçа çав тери хăвăрт кĕрессĕн туйăнмастчĕ. Паян вара ялти шкулсенче те информаци технологийĕсен тăрăмĕ самаях лайăхланчĕ, компьютерсем вĕрентÿ процесĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç... - Чăнах та, паян этемлĕх тĕрлĕ облаçсенче питĕ пысăк хăвăртлăхпа пĕлÿ пухать, апла пулсан хальхи информаци ресурсĕсемсĕр вĕренмесен май та çук. Виçĕ çул каялла чăвашрадион корреспонденчĕ: “Ял шкулĕсене Интернетпа çыхăнтарасси чăнлăх пек туйăнать-и;” - тесе ыйтнăччĕ. Ун чухне ырă малашлăха ĕненсе, шанса* “Тен, тепĕр пилĕк çултан пулать”, - тесе хуравланăччĕ эпĕ. Чăннипе вара шкулсене компьютеризацилесси кĕске вăхăтра, пысăк хăвăртлăхпа пулса пычĕ. Халĕ пирĕн шкулта пилĕк хăватлă компьютер, иккĕмĕш çул пĕтĕм тĕнче уçлăхне тухăтпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пирĕн шкултан база шкулне туса хунипе “ Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас” тата Пĕтĕм тĕнчери реконструкци банкĕн аталану проекчĕсене пурнăçа кĕртес йĕркепе республикăри вĕрентÿ фончĕ урлă пире 2004 çулхи пĕрремĕш кварталта компьютер класне комплектласа çитерме шантарчĕç. - Вĕрентÿ тытăмнĕ çĕнетес тĕллевпе Раççей Вĕрентÿ министерстви тепĕр эксперимента “çул пачĕ”. Ку вăл - аслă классене профессиллĕ пĕлÿпе тивĕçтересси. Сирĕн шкулти ку тĕлĕшпе лару-тару еплерех-ши; - Çамрăксене малашнехи пурнăçа хатĕрлеме, професси суйласа илме пулăшасси - паянхи вĕрентÿ системинче йышăннă çĕнĕ çулсенчен пĕри. Шкултан вĕренсе тухакансенчен ытларахăшĕ чун туртăмĕпе мар, ашшĕ-амăшĕ хистенипе е ыттисенчен юлас мар тесе пĕр-пĕр çĕре вĕренме кĕрет. Анчах нумай чухне аслă пĕлÿ çинчен калакан диплома илнĕ çамрăк специалист пурнăçра хăйĕн вырăнне тупаймасть. Çавăнпа та профессилле вĕренÿ мелĕ аслă классенче вĕренекенсене шкултах хăйĕн пуласлăхне палăртма май парать. Пирĕн шкулта темиçе çул ĕнтĕ пуçламăш ĕç профессине парассине йĕркеленĕ. Шкул пĕтернĕ чухне арçын ачасем тракторист, хĕрачасем швея-мотористка свидетелльствине алла илеççĕ. Çавăн пекех ачасем гуманитари наукисене тарăнрах вĕренеççĕ. Акă тата 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем Мускаври физикăпа математика шкулĕнче заочно майпа пĕлÿ илеççĕ. Аслă классем педуниверситет тата ялхуçалăх академийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ “пулас инженерсен шкулне” хатĕрленÿ курсĕсене çÿреççĕ. Президент паян ял ачисене “конкурентлăхсăр, пахалăхсăр, хальхи професси пĕлĕвне алла илме пултараслăхсăр, престижлă аслă шкулсене вĕренме кĕреслĕхсер хăварма право çук”, тет. Ку тĕлĕшппе эпир те чылай ĕçлетпĕр. Сăмахран, çиччĕмĕш çул ĕнтĕ ачасем акăлчан чĕлхине 2-мĕш класранах вĕренеççĕ, информатика тата шутласа кăлармалли техника никĕсĕсене - 5-мĕш класран. Экономика, право, экологи, психологи, моделировани те - вĕренекенсен юратнă предмечĕсем. - Сирĕн спорт мероприятийĕсемпе çыхăннă сăнÿкерчĕкесем питĕ нумай. Эппин, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе çирĕп эсир. - Паян республикăра массăллă спорта аталантарассипе пысăк ĕçсем туни çав тери савăнтарать. Ачасене сыва пурнăç йĕркине хăнăхтарасси пирĕншĕн яланах тĕп тĕллев пулнă. Халĕ, Президент указĕ вăя кĕнĕ хыççăн, унăн пĕлтерĕшĕ пушшех ÿсрĕ - кашни класрах физкультура сехечĕсем хушăнчĕç. Пирĕн шкулта, сăмахран, переменăсенче физкультминуткăсем, сывлăх кунĕсене иртересси йăлана кĕчĕ. Вĕрентекенсем те спортпа туслă, вĕсене час-часах спортзалта курма пулать. Учительсем кăçал кĕрхи спортра та активлăхпа палăрчĕç. Шкул ачисен спартакиадинче Калининăри вăтам шкул команди юлашки виçĕ çулта пĕрремĕш вырăна “алăран ямасть”... Калининăри вăтам шкул коллективĕ пирки тата чылай ыррине калама пулать. Ку вĕренÿ учрежденийĕ ыттисемшĕн ялан ырă тĕслĕхре. Ахальтен мар татăшах учитель-предметниксен республика пĕлтерĕшлĕ курсĕсем шăпах кунта иртеççĕ. Калининăсем районти вĕрентÿпе воспитани процессне лайăхлатассине те пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ урок, класс тулашĕнчи мероприяти планĕсемпе, документсемпе ытти шкулсенче усă кураççĕ. Çакна та палăртма кăмăлă: районта, республикăра иртекен конкурссенче, олимпиадăсенче, конференцисенче, тĕпчев ĕçĕсенче Калининăри вăтам шкул ачисем яланах активлăхпа палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, ăс-хакăла аталантаракан ăмăртусене 120-ĕн хутшăннă, 45-шĕ малти вырăнсене йышăннă. Ачасен пурнăçĕ тулли те интереслĕ. Шкул хăй пĕр патшалăх. Пĕтĕм ĕçссене Президент йĕркелесе пырать. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура министĕрсем тата ытти отрасль пуçлăхĕсем те - вĕренекенсемех. Кунта мĕнле те пулин мероприяти иртмен кун çук тесен те йăнăш пулмĕ. Шкулта тĕп вырăнта - вĕренекен, пурте уншăн тăрăшаççĕ: вĕрентекенсем те, директор та. Ачан шкула килес килни, вăл пĕлÿ тĕнчине ăнтăлни Калининăри вăтам шкулта ĕçлекенсемшĕн темрен те хаклăрах.


05 ноября 2003
00:00
Поделиться
;