Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕршыва хÿтĕлесси кашни арçыннăн тивĕçĕ

«Тăван çĕршывшăн пурнăçна та, вăйна та ан хĕрхен», «Пурнăç тĕвви - çĕршыва тивĕçлĕ хÿтĕлесси» девизпа ытларикун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн актовăй залĕнче призывник кунĕ иртнĕ. Вăрнар районĕнче кĕркуннехи призывпа 77 каччă çар ретне тăмалла. Салтак тумне тăхăнма çул çитнĕ çамрăксене районти çар комиссарĕ О.Семенов саламларĕ. Çавăн пекех çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев, çамрăксемпе ĕçлекен пай специалисчĕ В.Прокопьев, запасри пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕн председателĕ В.Михайлов, унăн заместителĕ О.Никитин, чрезвычайлă лару-тăру министерствин запасри воинĕ И.Савин тухса калаçрĕç, яшсене хăюллă, паттăр, чăн-чăн çын пулма сунчĕç, хĕсмет - пурнăç шкулĕ пулнине палăртрĕç. Уявра призывниксем те сăмах илчĕç. Акă, Сергей Лебеденко çĕршыва хÿтĕлесси кашни çыннăн тивĕçĕ пулнине, хăй салтака кайма ĕмĕтленни çинчен пĕр пăлханса, пĕр савăнса каларĕ. Уява ертсе пыракансем яшсене валли çарпа çыхăннă конкурссем ирттерчĕç. Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем юрă-ташăпа саламларĕç.


08 ноября 2003
00:00
Поделиться
;