Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçукçи ÿсет

Ăстăватăп-ха, тăхăрвуннăмĕш çулсенче, “Родничок” агрофирма чăмăртаничен, малти ишексем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕччĕ. Ун чухне “Ленинец” кооперативра ялхуçалăх продукчĕсем туса илесси çултан çул чакса пычĕ. Фермăсенче выльăхсем сахалланса юлчĕç. Витесене юсаманран, тăранничен апат çитерменрен самăртакан выльăхсем ÿт хушаслăхĕ питех те пĕчĕкчĕ, ĕнесем тепĕр лайăх качакаран та сахалрах сĕт антаратчĕç. Юлашки вăхăтра хуçалăх ура çине çирĕп тăма пуçларĕ. Уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси ÿсех пырать. Кăçалхи йывăр условисенче те малти-ишексем ялхуçалăх культурисене йăлтах пуçтарса кĕртнĕ, кашни гектартан 20 центнер яхăн тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем, 125 центнер çĕр улми туса илнĕ. Кĕр тыррисене 35 гектар акса хăварнă, 210 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчете кенсем ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Тĕп тупăшç сăлкуçĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илни пулнине шута илсе кунта выльăхсен йышне 377 пуçа çитернĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче 298 пуç пулнă.Кăçал вара ĕне йышĕ тата 24 пуç хушăннă. Сăвакан ĕнесен йышĕ те ÿснĕ, 138 пуçа çитнĕ. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 19 процент нумайрах. Кăçал хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх хĕлле усрама витесене юсанă, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Тăхăр уйăхра 30,9 тонна аш туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 19,5 тонна, е 171 процент, нумайрах. Сĕт туса илесси те 78 процент ÿснĕ, 220,6 тоннăран 393,5 тоннăна çитнĕ. Продукци нумайрах туса илнĕ май хуçалăх кассине укçа та ытларах пырса кĕрет. Кăçал малти-ишексем выльăх-чĕрлĕх тата уй-хир продукчĕсене тăхăр уйăхра 2682 пин тенкĕлĕх сутнă. Ку иртнĕ çулхинчен 158 процент нумайрах. Пĕлтĕр тупăш 1133 пин тенкĕ пулнă. Хуçалăхăн тĕрлĕ шайри бюджетсем тата бюджет тулашĕнчи фондсем умĕнче парăм çук. Ĕçукçине те вăхăтра параççĕ. Çакă паха. Финанспа экономика кăтартăвĕсем лайăхланнă май ĕçукçи те ÿсет. Пĕлтĕр январь – сентябрь уйăхĕсенче вăтам ĕçукçи 281 тенкĕ пулнă. Кăçал 815 тенкĕне çитнĕ. Ÿсĕм 190 процент! Çапла çулран çул вăй илсе, аталанса пырать “Родник” агрофирма тулли мар общество. Малти-ишексен тĕслехĕ хальхи вăхăтра ялхуçалăхĕ умĕнче пысăк йывăрлăхсем пуррине пăхмасăрахăнăçлă аталанма май пуррине кăтартса парать.


08 ноября 2003
00:00
Поделиться
;