Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăртан мĕн килнине пурнăçлатпăр

Хамăрăн профессиллĕ уяв - Милици кунĕ - умĕн коллективăн вунă уйăхри ĕçне-хĕлне тишкертĕмĕр. Паянхи кăткăс лару-тăрура, чăн та, пурнăç çăмăл мар. Юлашки çулсенче çĕршывра, республикăра, çав шутра хамăр районта преступленилле ĕçсем тăвасси вĕçĕмех ÿссе пырать. Çакăн сăлтавĕсем темĕн чухлех. Пурнăç условийĕсем япăхланни, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни тата ытти йышши сăлтавсем çынсене преступлени çулĕ çине тăма хистеççĕ. Пирĕн криминогенлă лару-тăрура ĕçлеме тивет. Преступленилле ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе хамăртан мĕн килнине йăлтах тума тăрăшатпăр, темелле. Çавна май, район поселок тата ял администраций.семпе пĕрле профилактикăлла ĕçсене, ятарлă операцисем ирттеретпĕр. Апла пулин те кăçалхи вунă уйăхра район территорийĕнче 448 преступленилле ĕç тунă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 180 тĕслĕх ытларах. Çав шутра обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе çырăннă преступленилле ĕçсен шучĕ ÿснине палăртмалла - 168 тĕслĕх çырăннă (пĕлтĕр -153). Кăçал ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсем уйрăмах нумай пулнă. 2003 çулхи вунă уйăхра çавăн пек 180 тĕслĕх шута илнĕ, пĕлтĕрхинчен 128 тĕслĕх ытларах. Çавăн пекех хваттерсене, çуллахи дача çурчĕсене çаратнă, тĕслĕ металлсене, автомашинăсене, выльăх-чĕрлĕхе вăрланă тĕслĕхсен шучĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пулнă. Çынна юриех вĕлернĕ тĕслĕхсем кăçалхи вунă уйăхра сахалрах çырăннине палăртмалла. Иртнĕ çул тăхăр çын пурнăçĕ татăлнă пулнă, кăçал ултă тĕслĕх çырăннă. Сывлăха юриех сиен кÿнĕ хыççăн тăватă çын вилсе кайнă. Çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем пурте тенĕ пекех çемьери тата йăлари хирĕçÿ-харкашусемпе çыхăннă пулнă. Преступленилле ĕçсем çийĕнчех уçса парассине тĕп вырăна хуратпăр. Çавна май кашни сотрудникăн яваплăхне ÿстерме тăрăшатпăр. Анчах право йĕркине çирĕплетесси милици ĕçченĕсенчен çеç килмест, ку ĕçе халăхпа пĕр шухăшлă пулса пурнăçласан кăна ăнăçу пулĕ. Право йĕркине çирĕплетессишĕн чуна парса ĕçлекенсене хавхалантарма тăрăшатпăр. Çавăн пеккисем йышлă пулни кăмăла çĕклет. Уйрăмах манăн кунта уголовлă шырав уйрăмĕнче ĕçлекенсене палăртса хăварас килет. Ку уйрăма ертсе пыма кăçал маттур та пултаруллă çамрăка Дмитрий Фирсова шантăмăр. Вăл тăрăшулăхпа, хăюлăхпа, ĕçе тĕплĕн пĕлнипе палăрать. Ку уйрăмра çиччĕн вăй хураççĕ. Вĕсен ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Çак служба сотрудникĕсем профессиллĕ пысăк ăсталăх, психологи тĕлĕшĕнчен лайăх хатĕрленнипе палăрса тăраççĕ. Ытти сотрудниксем те ырă сăмаха тивĕç. Профессиллĕ уяв ячĕпе мĕнпур сотрудниксене, ветерансене, вĕсен çемйисене чĕререн хĕрÿллĕн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.


08 ноября 2003
00:00
Поделиться
;