Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр уйăх Хура тинĕс хĕрринче пулнă

Вулакансем астăваççĕ пулĕ, июль уйăхĕнче çĕршывра çамрăк тавратĕпчевçĕсен пĕтĕм Раççейри слечĕ иртрĕ. Унта Чăваш ен чысне республикăри ăмăртусенче çĕнтернĕ пирĕн район команди хÿтĕленĕ. Вăрнарсем пĕтĕм Раççейри тупăшура та маттур пулнă, иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çакăншăн командăна ачасен Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă пĕтĕм Раççейри «Орленок» центрне кайма пĕр путевка уйăрса панă. Юлташĕсем «Орленока» Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен Надя Маркована яма йышăннă, Надя центрта октябрĕн 1-30-мĕшĕсенче пулнă. Çак вăхăтра вăл ытти ачасемпе пĕрле «Çамрăк Раççей» çарпа патриотика эстафетине хутшăнса автоматран пенĕ, ăна салатса пуçтарма хăнăхнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хаяр çапăçусем пынă вырăна чавса тĕпченĕ çĕрте пулнă. Ачасем каска, пулемет ленти тупнă. Икĕ кунлăх похода кайса килнĕ. Çакăнпа пĕрлех программăпа килĕшÿллĕн занятисем те пынă. Районти вĕренекенсем хушшинче тавратĕпчевçĕсен ĕçне Вăрнарти ачасен пултарулăх çурчĕ йĕркелесе пырать. Кунта район, поселок историне тĕпчес тĕлĕшпе пысăк опыт пухнă, чылай ĕç туса ирттереççĕ.


08 ноября 2003
00:00
Поделиться
;