Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Право пĕлĕвĕсене - ачасене

Малти Ишекри вăтам шкулта ачасене тивĕçлĕ воспитанипе тарăн пĕлÿ парас, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе педагогика коллективĕ ырми-канми тăрăшать. Вĕрентÿ учрежденийĕнче час-часах тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ачасен пĕлĕвĕпе тавракурăмне анлăлатассипе çыхăннă. Акă, октябрь-ноябрьте шкулта право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ иртнĕ. Унта вĕренекенсемпе учительсем активлă пулнă. Çамрăксене наркотиксен витĕмлĕхĕнчен хăтарас, вĕсене наркăмăшлă, ăс-тăна минретекен, психикăна пăсакан сиенлĕ япаласемпе кĕрешме вĕрентес тĕллевпе шкулта наукăпа практика конференцийĕ, чи лайăх ÿкерчĕксемпе плакатсен конкурсĕ, класс сехечĕсем, калаçу-диспутсем, ашшĕ-амăшĕсен тĕлпулвĕсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех уйăхлăх вăхăтĕнче сывлăх кунĕ те интереслĕ иртнĕ. Вĕрентекенсемпе шкул ачисем мини-футбол, волейбол, пионербол - спорт вăййисенче тупăшнă. Физкультурăпа уçă урок пулнă.


08 ноября 2003
00:00
Поделиться
;