Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Библиотекăна кĕнеке парнелер»

Кĕнеке çÿлĕкĕсене çĕнĕ кăларăмсемпе пуянлатас, библиотека фондне тытса тăрас тĕллевпе Вăрнарти централизациленĕ тĕп библиотека çулсеренех «Библиотекăна кĕнеке парнелер» ыркăмăллăх акцине ирттерет. Кăçал вăл ноябрĕн виççĕмĕшĕнче пуçланчĕ. Вулав çуртне чи малтан спонсорла пулăшу паракансем те паллă ĕнтĕ: «Вурнарский» хăмла йышăнакан пункт» муниципаллă предприяти - 500 тенкĕ5 «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществи-13816 тенкĕ, Вăрнар райповĕ 500 тенкĕлĕх кĕнекесем парнеленĕ. Паянхи ку библиотекăсене хăйсем тĕллĕн аталанма йывăр, çавăнпа та библиотекăра ĕçлекенсем районти предприятисемпе организацисем пулăшасса шанаççĕ. Акци ноябрь вĕçĕччен пырать.


12 ноября 2003
00:00
Поделиться
;