Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Каллех иртнĕ çулхи пек килсе ан тухтăрччĕ

Иртнĕ уйăхра районти фермăсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи условисенче усрама тытăнчĕç. Мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнĕ-ха çак яваплă тапхăра хуçалăхсенче; Продукци илессине иртнĕ çулхи шайран ÿстерме майсем пур-и; Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупас тĕллевпе пирĕн корреспондент район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕпе Г.РОМАНОВПА тĕл пулнă, фермăсенчи лару-тăру пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. - Георгий Павлович, еплерех пулса пырать-ха кăçал хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарас пулсан; - Тăхăр уйăхра районĕпе 1672,9 тонна аш-какай туса илнĕ. Çак хисеп 2002 çулхи çав тапхăртинчен 677,7 тонна, е 68 процент, нумайрах. Аш-какай туса илесси 28 хуçалăхран 22-шĕнче ÿснĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 45,4 центнер продукци илнĕ. Пĕлтĕр 26,1 центнер пулнă. «Броневик», «Искра», «Юнтапа», «Янгорчино», «Санар» хуçалăхсенче ку кăтарту 70 центнертан иртнĕ. Октябрьте хуçалăхсем сĕт туса илессипе иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен лайăхрах ĕçлеме пуçларĕç. Çавна май ăна сутасси те ÿсрĕ. Çав хушăрах тăхăр уйăхра 7.359,2 тонна кăна сĕт туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 15 процент сахалрах. Продукци илессине «Родник», «Победа», «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Санар», «Абызово» ялхуçалăх предприятийĕсемсĕр пуçне 20 хуçалăхра пĕлтĕрхинчен чакарнă. 2002 çулта районĕпе усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 217,7 центнер сĕт туса илнĕ. Кăçал 200,1 центнер кăна. Кашни ĕнерен сĕт сăвасси 2281 килограмран 2002 килограма çити анса ларнă. Çав хушăрах «Хорнзор», «Янгорчино», «Родник» хуçалăхсенче кашни ĕнерен 3000 килограмм ытларах сĕт сурĕç, çĕрпелсем, услапасем, çавалкассем, хурăнсур-çармăссем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 459,1-665,9 центнер сĕт туса илчĕç. Уйрăмах «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕн тÿпи пысăк. Çĕрпелсем тăхăр уйăхра 7845 центнер, е районти пĕтĕм хисепĕн 10,6 проценчĕ чухлĕ, сĕт туса илнĕ. Районĕпе 73592 центнер пулнă. «Янгорчино», «Броневик», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» хуçалăхсен пĕрлехи тÿпи вара 22193 центнерпа, е 30,2 процентпа, танлашать. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче районта кашни ĕнерен вăтамран 6,4 килограмм сĕт сунă. Ку иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 0,5 килограмм ытларах. Çĕрпелсем кашни ĕнерен куллен 11,7 килограмм, хурăнсур-çармăссемпе кушар-юнтапасем, çавалкассемпе санарпуçсем куллен 7,5-8,5, е пĕлтĕрхинчен 1,5-2,5 килограмм нумайрах, сăваççĕ. Çав хушăрах «Самолет», «Маяк», «Агро-инвест» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче сăвăм 1 килограмран иртмест. Сĕт пахалăхĕ халлĕхе тивĕçлĕ шайра мар. Çакă тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Вĕсенчен пĕри - выльăхсем маститпа чирлени. Октябрĕн 30-мĕшĕнче районĕпе 18,5 тонна сĕт сутнă. Енчен те вăл йăлтах пĕрремĕш сортпа, пĕр килограмм продукцишĕн 4 тенкĕ те 50 пуспа кайнă пулсан хуçалăхсен кассисене 82,4 пин тенкĕ пырса кĕмеллеччĕ. Анчах та 20 проценчĕ, ку 3,7 тоннăпа танлашать, пахалăхĕпе иккĕмĕш сорта тивĕçтернĕ е тата япăхрах пулнă. Çак хисепе вăтамран 10 процент йÿнĕрех хакпа йышăннă. Çавна май пĕр кунта районĕпе 2,8 пин тенкĕ çухатнă. Çак сăлтава пула хуçалăхсен кассине уйăхра 84 пин тенкĕне яхăн сахалрах пырса кĕрет. 2004 çулта чĕртавара тирпейлекен предприятисем сĕте çĕнĕ ГОСТпа йышăнма пуçлаççĕ. - Маларах эсир кăçал районта аш-какай туса илесси пĕлтĕрхинчен чылай ÿсрĕ, терĕр. Хуçалхсенче выльăх-чĕрлĕх йышне чакарнипе çыхăнман-ши çакă; - Чăнах та, çакăн пек çыхăну пур. Тăхăр уйăхра ĕне выльăх йышĕ 13,9 процент (1727 пуç), çав шутра сăвакан ĕнесен кĕтĕвĕ 5 процент (217 пуç), сыснасен хисепĕ 0,8 процент (57 пуç) чакнă. Çакă, тĕпрен илсен, 2002-2003 çулсенчи хĕллехи тапхăрта выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнипе çыхăннă. «Самолет», «Янгорчино», «Агро-инвест» ялхуçалăх предприятийĕсенче , тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕр условнăй выльăх пуçне пурĕ те 14,3-15,7 центнер апат единици чухлĕ кăна апат пулнă. Пĕр пек условисенчех кăçал «Родник» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра ĕне выльăх йышне 25 процент, сăвакан ĕнесенне 19 процент ÿстерме пултарчĕç. «Абызово», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор» хуçалăхсенче вĕсен хисепне пĕлтĕрхи шайран чакармарĕç. Çав хушăрах ĕне-выльăх кĕтĕвне туçи-çармăссем 58 пуç (51 процент), вăрманкассем 232 (47), санарпуçсем 171 (46), мăн-турхансем 195 (24), мăн-явăшсем 179 пуç (23 процент) чакарчĕç. «Янсарино», «Маяк», «Урожайная нива», «Санар» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче сăвакан ĕнесем пĕлтĕрхинчен 10 процент е ытларах та сахалланнă. Октябрĕн 1-мĕшне сыснасен йышĕ 6936 пуç пулнă. Çак хисеп иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 0,8 процент сахалрах. «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин хушма хуçалăхĕнче 5081 выльăх усраççĕ. Ку пĕтĕм хисепĕн 73,2 проценчĕпе танлашать. Сысна ĕрчетни тăкаклă пулнă пирки хуçалăхсенчен чылайăшĕ фермăсене пĕтерес çул çине тăчĕ. Кăçал ялхуçалăх техникумĕнче, «Знамя», «Свет» хуçалăхсенче ку выльăхсене пĕр пуç та хăвармарĕç. МТС «Яуши», Карл Маркс ячĕллĕ, «Санар» ялхуçалăх предприятийĕсенчи сысна фермисенче те çывăх вăхăтра выльăх пачах юлмасть. Октябрьте кашни хуçалăхрах выльăх-чĕрлĕхе 2003-2004 çулсенче хĕл каçармалли актсене çырса хатĕрленĕ. Районĕпе 2004 çулхи январĕн 1-мĕшне 10.675 ĕне выльăх, çав шутра 3.555 сăвакан ĕне, 7.000 сысна пулмалла. - Выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакни сăлтавĕсене палăртнă чухне эсир çакă хĕлле выльăх апачĕ сахал пулнинчен килнине палăртрăр. Кăçал еплерех-ха ку тĕлĕшпе лару-тăру; - Тÿрех каламалла, лару-тăру чаплах мар. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма пире кăçал выльăх апачĕ пурĕ 31721 тонна апат единици, е пĕр условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единици, чухлĕ кирлĕ. Пирĕн вара 25111 тонна тата 22,1 центнер апат единици чухлĕ пур. Çав шутра сенаж 23 103 тонна (кирлĕ хисепĕн 120 проценчĕ), улăм 7.711 (103), концентратсем 9584 (75), силос 14318 (68), утă 6362 (63), тымарçимĕçсем 6231 (35), çĕрулми 920 тонн (10 процент) хатĕрленĕ. Çапла вара 2003-2004 çулсенчи хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси тата продукци нумай туса илесси çинчен калаçма йывăртарах. Паллах, лару-тăру пур çĕрте те пĕр мар. «Искра», «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Знамя» хуçалăхсенче кашни условнăй выльăх пуçне 30 центнер ытла апат единици хатĕрленĕ. Коротков ячĕллĕ, «Хорнзор», «Санар» хуçалăхсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче çак кăтарту 25 центнертан иртет. «Янсарино», «Юнтапа», «Самолет» хуçалăхсенче вара 16 центнер апат единицине те çитмест. Чылай хуçалăхсенче сĕтеклĕ апатсем çителĕксĕррипе пĕрлех концентратсем те сахалли уйрăмах пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Апат пахалăхĕ пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5667 тонна уттăн (пĕтĕмĕшле хатĕрленĕ хисепĕн 85 проценчĕ) пахалăхне тĕрĕсленĕ. Çак хисепрен 73,9 проценчĕ кăна пĕрремĕш класли пулнă. Ытти 26,1 проценчĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш класли е вуçех класа тивĕçтермест. 17 100 тонна сенажран (74 процент) 1800 тонни кăна пĕрремĕш класа тивĕçтерет. 10.120 тонни иккĕмĕш класли. Виççĕмĕш класли 4000 тонна пулнă. 1180 тонни вара вуçех класа тивĕçтермест. Сенаж хатĕрленĕ чухне технологие пăхăнманран сенеж çĕрет, пахалăхне çухатать, «гнилаж» пулса тăрать. Çакă вара продукци илессине ÿстерме чăрмантарать. Пахалăхсăр сенаж уйрăмах «Знамя», МТС «Яуши», «Агро-инвест» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче нумай. Ĕнесемпе пушмак пăрусен йышĕ чакнă тата çамрăк выльăхсем вилесси ÿснĕ пирки хуçалăхсенче пăру илесси кăçал пĕлтĕрхинчен чакнă. Тăхăр уйăхра 100 ĕне пуçне 63 пăру кăна илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 4 пуç сахалрах. Кĕтĕве çĕнетме 100 тĕп ĕне пуçне 16 пушмак пăру, е пĕлтĕрхи чухлех, кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата продукци илесси çителĕксĕр пулса пынин сăлтавĕсем чылай. Вĕсен шутне выльăх апачĕ хатĕрлемелли тата пуçтарса кĕртмелли пысăк технологиллĕ техника, сĕт сумалли установкăсем, ветеринари препарачĕсем, запас пайсем туянма укçа-тенкĕ çитменни, хуçалăхсенче выльăх апачĕ сахал хатĕрлени, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене ĕçшĕн çителĕксĕр тÿлени, пысăк квалификациллĕ работниксем çитменни, комбикормпа централизациленĕ майпа тивĕçтерме пăрахни кĕреççĕ. Кăçал хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕх йышне тата продукци илессине каллех иртнĕ çулхи пек чакарас мар тесен мĕнпур апата çирĕп шута илмелле, апат хутăшĕсене белоксемпе витаминсем хушса парассине йĕркелемелле, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен хÿтĕлеме май паракан ĕçсене туса ирттермелле, выльăхсене туллин тăрантарса усрассине йĕркелемелле, ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенчен пушмак пăрусем кÿрсе килмелле, халăхран çамрăк выльăхсем туянассине йĕркелемелле. Ферма работникĕсене лайăх ĕçшĕн пурлăх тата мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалла. Çапла, кăçал та выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çăмăл пулмасть. Пурте пĕлсе çине тăрса тăрăшсан кăна выльăхсен йышне сыхлса хăварма тата продукци илессине ÿстерме май килет.


12 ноября 2003
00:00
Поделиться
;