Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăх кунĕ иртнĕ

Кĕрхи каникулсен савăк кунĕсене Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта хаваспа кĕтсе илнĕ. Чÿк уйăхĕ вĕрентÿ учрежденийĕснче сывлăх кунĕнчен пуçланнă. Шкулта ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе пĕремĕш хут «Президент ăмăртăвĕсем» йĕркеленĕ. Вĕренекенсем пилĕк енлĕ спорт вăййисенче тупăшнă. Н.Павлов физкультура учителĕ ăмăртусене интереслĕ йĕркелеме тăрăшнă. Вăтам шкула тăватă ял ачисем ăс пухма çÿрекен вĕренекенсем командăсене пайланнă. Кашни ушкăн спорт вăййисенче чи маттурри, чи пултарулли пулассишĕн тупăшнă. Кĕçĕн-кипексем çывĕч ăмăртусенче пĕрремĕш пулнă. Кĕçĕн Кипкри вăтам шкулта вĕренекенсем спортра кăна мар, вĕренÿре те хастар. Л.Павлова директор çумĕ пĕрремĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Вĕренÿре çитĕнÿсем тунисене, чĕрĕке лайăх паллăсемпе вĕçленисене грамотăсемпе хавхалантарнă.


12 ноября 2003
00:00
Поделиться
;