Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп ыйту - газ кĕртесси

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин анлă ларăвĕнче килсене газ кĕртессине, газификаци ыйтăвне килес çул пĕтĕмпех татса парас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Президенчĕн Указне мĕнле пурнăçласа пынине пăхса тухрĕç. Ку енĕпе районта тăватă организаци тăрмашать: “Вурнарыгаз” филиал, “Спецмонтажгаз” пĕрлешÿ, “Уют” общество тата юнашар республикăри организаци. Ларура вĕсен ертÿçисен отчечĕсене итлерĕç. Сентябрь вĕçĕнче район пуçлăхĕ патĕнче çак ыйтăвах пăхса тухнăччĕ. Ялсем патне, урамсем тăăрх газ пăрăхĕсем хавма, “кăвак çулăма” килсене çитерме график çирĕплетнĕччĕ. Ăна хальхинче “Чувашсетьгаз” тулли мар обществăн “Вурнарыгаз” филиалĕ кăна пĕтĕмпех пурнăçланă. Çавăн çинчен пĕлтерчĕ коллеги членĕсене Илья Арбузов. Кунта çакна та палăртмалла: “Вурнарыгаз” филиал ĕçе кĕске вăхăтра пахалăхлă пурнăçланă. Калăпăр, Кÿльхĕрринче икĕ уйăх иртсен çынсем çутçанталăк газĕпе усă курма пуçланă. Ларура, асăнтăмăр ĕнтĕ, “Уют” обществăн пуçлăхĕ Г. Степанов ăнлантарнине итленĕ. Ку организаци газификаципе çыхăннă ĕçсене тĕрлĕ сăлтавсене пула вăхăтра пурнăçласа пыраймасть. Çавна май район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн пуçлăхне В.Ильина ĕçсене хăвăртлатас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă. Çавăн пекех ларура ялхуçалăх предприятийĕсем кăçал вырма ĕçĕсене мĕнле ĕçленине, социаллă пурăнмалли çуртсене хăпартас енĕпе Президент программине пурнăçланине сÿтсе явнă. Хваттерсем хута ярас енĕпе пысăк çитменлĕхсене палăртнă. Калăпăр, Вăрнарти 112 хваттерлĕ çуртра çынсем икĕ çул каяллах укçа тÿлесе хунăччĕ. Апла пулсан, вĕсем çавăн чухнех хваттерлĕ пулмаллаччĕ. Анчах, виçĕ çул иртет ĕнтĕ, çурт иккĕмĕш хутран ытла хăпарайман. Ларура, çавăн пекех, район администрациĕн ялхуçалăх управленийĕ пуçлăхĕн А.Ильин хуçалăхсенче кĕрхи ĕçсен ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каласа кăтартнине итленĕ, район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л.Редькова кăçалхи бюджета пурнăçласа пынине тата килес çулхи кăтартусем мĕнлерех пулассипе паллаштарнă.


12 ноября 2003
00:00
Поделиться
;