Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕнче

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Прво пĕлĕвĕсен никĕсĕ» уйăхлăх йĕркипе этемлĕх прависене ÿтĕлес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ. Прокуратура, шалти ĕçсен районти пайĕ, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин сотрудникĕсем вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсмпе пĕрле шкулсенче пулса ăнăçлă мар çемьесене тупса палăртассипе ĕçленĕ, кунашкал çемьесенче çитĕнекен ачасемпе калаçусем ирттернĕ. Çак темăна çутатса диспутсем, ток-шоусем, вулакансен конференцийĕсене йĕркеленĕ, тĕрлĕ çынсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче поселокра вĕренекенсем çын прависене хÿтĕлекен Пĕтĕм тĕнчери «Сталкер» кинофестиваль йĕркипе килĕшÿллĕн Вăрнарти культура çуртĕнче иртнĕ кино уявне те хутшăннă, «Привет, малыш» фильм пăхнă. Çамрăксене наркомани, токсикомани тата ыти сиенлĕ йăласене хирĕç кĕрешме, патриотизм туйăмне вăйлатма вĕрентекен кинокартина ачасемшĕн питĕ усăллă пулнă.


15 ноября 2003
00:00
Поделиться
;