Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăçри ÿкерчĕксем: Чуна уçса

Çын шухăшĕ, вăл хăйне тыткаласси, тивĕçне пурнăçласси ытларах юнашар ушкăнран килет, тесшĕн эпĕ. Пĕр виçĕ теçетке çул каярах асăрхамасăр е манса хăварнă япала нумай чухне хуçи патнех таврăнатчĕ. Çăткăнлăх, аса-писер курайманлăх, пуçа минретни вăл тапхăрта хальхи пекех алхасман. Çынсем иртен пуçласа каçчен ĕçре пулнă. Пурнăç урапине малалла куçарас тесе канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă. Ултă теçетке урлă каçнă çыншăн паянхи пулăмсене курса тăнă май, этем хăйĕн картинчен ытлашши тухса кайнăн туйăнать. Хамăн çак шухăша темиçе тĕслĕх урлă сăнласа парасшăн. Чĕнмесĕр, карта хушшинчен вăрттăн пăхса тăни çитĕнекен ăру, хамăр ачасен малашлăхĕ çине лач сурнă евĕрех туйăнать. Хальхи пурнăç халăх укçине вăрласа хăшне пĕрне пуйтарчĕ пулин те ырă çынсем пирĕн хушăра, чылай-ха. Мишша Çыру сĕтелĕ умĕнче паллашма лекрĕ пире. Ман умра тапчам кĕлеткеллĕ, кулса тăракан сăн-питлĕ çын. Куçĕсем йăрă, çивĕч. Ырă чунлă, шухăшĕпе ытлашши выляман этем пулĕ, терĕм эпĕ ун пирки. Пĕрре курса килĕштерни ултав теççĕ те, анчах... Унтанпа хĕрĕх çула яхăн утатпăр юнашар. Мĕнле кăна пăтăрмахсем, тумхахсем пулмарĕç пулĕ пурнăç çулĕ çинче. Вĕсене тĕпĕ йĕрĕпе сăнласа пама пысăк кĕнекех калăпламалла. Эпĕ каласа кăтартма шутлăна çын нумай вăхăт хамăр район хаçатĕнче вăй хучĕ. Çыру уйрăмĕнчи корреспондентран пуçласа хаçат редакторне çитрĕ. Çын ÿсет, чапланать. Сăнĕпе тумне пăхса тетĕр-и эсир; Çук. Этем тенин таланчĕ çул уçса пынă ăна. Унăн шур хут çине çырнă йĕкисене вулатăн та хăвна йăлтах урăх çын туятăн. Хавхалантараççĕ вĕсем. Умри тĕллевсене пурнăçлама хистеççĕ. Тăван чĕлхен тымарне пĕлни, ăна вулакан патне çитерме пултарни çыравçăн чи пысăк чикки. Çак чикĕ патне çитекенĕ манăн юлташ Михаил Алексеевич Васильев пулчĕ. Явăш тăрăхĕнчен чăмăртанса тухнă Мишша паянхи кун Вăрнарта пурăнать. Çырать вăл. Кашни йĕркерех хăйĕн вĕçĕ-хĕррисĕр чунне уçса парать. Вăл иртнĕ тата пулас самана çынни. Курайманнисем таптама, лÿчĕркеме хăтланчĕç пулин те вăл парăнмарĕ. Çулĕ телейлĕ пултăр. Ваççа Сăкăтран Явăшалла утатăп. Хĕллехи вăхăтра каçĕ иртерех пулать-çке. Самай тĕттĕм. Юрать-ха шурă юр тавралăха çутă парать. Лăпкă. Çăвар тулли юрлас килет. Ял умĕнчи çырмана çитрĕм. Умра тÿнсе кайнă улăм лавĕ. Хуçи енчен-енне чупкалать пулин те лавĕ тăрасшăн мар. Тăвайкки çав. Сăмах хушрăм. Пĕрне-пĕри палламастпăр. Пĕри яла анчахрах ĕçлеме килнĕ, тепри çар хĕсметĕнчен халĕ кăна таврăннă. Инкек, йывăрлăх çынпа çынна хăвăрт тус тăвать. Тăратса лартрăмăр лава. Вĕренĕсене хытартăмăр. Халĕ кайма та юрать. Темиçе çул хушши ялта пулман çак каччă. Ватă амăшĕ, ывăлне кĕтсе, карта тулли выльăх усранă. Вăл вăхăтра анкарти çĕрĕ кăрăс пирки утă-улăм хатĕрлеме йывăртарахчĕ. Выльăх урас тесен çĕрхе-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçлеме тивнĕ. Авланса семьеллĕ хайхи каччă. Лайăх та кăмăллă ачасем ÿстерчĕç мăшăрĕпе иккĕшĕ. Вĕсене ура çине тăратма çăмăлах пулмарĕ. Ăçта кăна тата мĕнле ĕçре тимлемерĕ пулĕ вăл. Анчах хамăра хамăр упрама вĕренеймерĕмĕр-çке эпир. Сĕнсе панă черккерен пăрăнма вăй çитерейместпĕр. Черкке хыççăн черкке. Эрехне вара тар кăларсах шырама кирпĕ мар халĕ. Кашни кĕтесрех тупса илме пулать. Кĕтмелле те параççĕ. Ил те ĕç, кайран... Турă пĕлет. Явăш тăрăхĕнче вилнĕ çынсене урамăн урамăн пытараççĕ. “Ку урамĕ Аншарли урамĕ”, - тет çитмĕле çывхаракан Саньккă. Тăнлă, шутласа калать вăл. Ваççа та çакăнта килсе вырнаçрĕ. Пур-çук укçине йÿнĕ шĕвек хуçисене çăмăп машинăсем илме парса хăварчĕ. Лешсем хурçă учĕсене перчетке улăштарнă евĕрех çĕнетсе пыраççĕ. Тар кăлармасăр туяннă “урхамах” çул тăрăх çил пекех вирхĕнет. Н;асем Нумайăн вĕсем. Ÿпрех евĕрех хунаççĕ. Пĕри, акă, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнчех техникăна парка пырса лартрĕ те, куккасем ĕçлеччĕр, тесе тухса утрĕ. Унтанпа эпĕ ăна колхоз ĕçĕсенче урăх курмарăм. Ĕçĕ вара темĕн чухлех. Вырман тырă гектарĕ-гектарĕпе. Кăшманĕ, кишĕрĕ. Никама та кирлĕ мар. Тар кăларса акса-лартнă, çутçанталăкĕ туса панă çимĕçĕ халĕ ахалех сая каять. Çиес килсен кăлар та çи, чаракан никам та çук. Вăт пурнăç. Какăратпăр кăна. Юмахри çăтмах хамăр хапхаранах шаккать. Çак çÿлерех асăннă пăтăрмахссем ытларах хамăртан килеççĕ. Малтанхи пуçлăхсем халăх умĕнче иртĕхни çавăн патне илсе çитерчĕ. “Эсир кам... Эпир вăт”,- тенĕ, тетпĕр те. Истори урапи каялла та çаврăнать иккен”, - тет пĕр шыçмак пуçлăх. Ялти ĕçлĕ халăх çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланчĕ. Упăшкисем ютран укçа туса килнĕ чух мăшăрĕсем килти хуçалăха тытса пурнаççĕ. Яла юлнисен пурнаçĕ вара пылак мар. Тар кăларса ĕçленĕшĕн те тÿлемеççĕ. Тертленекен çын çине хаклă йышши машина чÿречисенчен кăна пăхма хăнахрĕç. Унтан вара çыннăн чунне, унăн кăмăлне кураймастăн.


15 ноября 2003
00:00
Поделиться
;