Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕрлĕ енпе ăмăртнă

Иртне канмалли кунсенче районта спорт мероприятийĕсем анлă иртнĕ. Волейболитсем шăматкун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул тата 29-мĕш професси училищин спортзалсенче ăмăртнă. Ноябрĕн 8 - 9-мĕшĕсенче “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционерсен уçă обществин культура керменĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ пулнă. Волейбол: Район чемпионатне арçынсен ултă команди хутшăннă: шалти ĕçсен районти пайĕн, Вăрнарти 29-мĕш тата Калининăри 24-мĕш професси училищин, Упнер ял администрацийĕн ялхуçалăх техникумĕн, Малти Ишекри вăтам шкул командисем. Волейболистсем икĕ ушкăна пайланса вылянă. Пĕрремĕш ушкăнра йĕрке хуралçисем, иккĕмĕшĕнче техникум команди пысăк ăсталăхпа выляса финала тухнă. Вăйă малтанхисем ытларах очко пухнипе вĕçленнĕ. Çапла шалти ĕçсен районти пайĕн Ф.Тимофеевран, О.Петровран, Р.Петровран, Д.Комиссаровран, В.Антоновран, К.Траковран, В.Максимовран, В. Кирилловран, А.Матвеевран, Л.Николаевран тăракан команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Волейбол яланах халăх кăмăллакан массăллă та курăмлă вăйăсенчен пĕри пулнă. Малтанхи çулсенче ăмăртусене 15-20 команда тăратнă, юлашки вăхăтра вара 6-7 командăран иртмест. Паян республикăра массăллă спорта аталантарасси пирки чылай калаçатпăр. Анчах нумай чухне сăмах ĕçпе çирĕпленмест. Район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ С.Политов каланă тăрăх, район чемпионачĕ пуласси пирки, унăн положенине кашни ял администрацинех çитернĕ, анчах та вĕсен енчен нимĕнле пуçарулăх та пулман. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси: Чăваш Енре мала тухассишĕн тата Совет Союзĕн Геройне А.Иванова асăнса ирттернĕ турнира хамăр республикăран кăна мар, кÿршĕлле Ульяновск, Самар облаçĕсенчен пуçтарăннă. Турнир кĕрешÿçисен парачĕпе тата хăйсемпе паллаштарнипе пуçланчĕ. Вĕсене «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен президиум членĕ В.Свешников, район администрацийĕн ĕçченĕсем С.Журавлевапа С.Политов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Львов, хăнасем, ытти команда представителĕсем саламланă. Икĕ куна пынă ăмăртура Вăрнар каччисемпе хĕрĕсем те хастарлăх кăтартнă, турнира хутшăнакансем пурте тенĕ пекех çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. 23, 36, 39 килограмчченхи виçе категорийĕсенче Иван Сладков, Сергей Львов, Петр Николаев пĕрремĕш вырăн йышăннă. 32 килограмчченхи виçе категорийĕнче Дима Авдеев виççĕмĕш пулнă. Хĕрсенчен Алена Федорова ылтăн, Настя Трофимова кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Асăннă турнира ирттерме Шупашкарти аш-какай комбиначĕ, Вăрнар райповĕ, Вăрнарти инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕ пысăк пулăшу панă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе аслă тренер Владимир Семенов çĕнтерÿçĕсене федерацин Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă.


15 ноября 2003
00:00
Поделиться
;