Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулталăк вĕçленет: газ кĕртесси пурнăçланатех-ши

Пурăнмали хваттерсем туса хута ярасси, ялсене, килсене газ кĕртесси мĕнле пыни çинчен район администрациĕн пуçлăхĕ патĕнчи коллеги ларăвĕнче ыйту пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе лару-тăрупа район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин паллаштарчĕ. Кăçал кăна вунă уйăхра 105 километр хута газ пăрăхĕсем ывнă. Пĕтĕмпе кăçал 160,7 километр хута ямаллине шута илсен, 65,8 процент пурнăçланă. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмарĕ, ĕçсене хăвăртлатмалли майсем тупмаллине асăрхаттарчĕç коллеги членесем. Октябрь уйăхĕнче 25 километр газ пăрăхĕсем хывса хута янă. В. Ильин çирĕплетнĕ тăрăх тата 77 километр пăрăхсене хывса ĕçе кĕртме хатĕрлесе çитернĕ, тивĕçлĕ документсем çеç кирлĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ялсене газ кĕртессине килес çул пĕтĕмпех вĕçлеме палăртса çулталăк пуçламăшĕнче ятарлă Указ кăларнăччĕ. Ăна пурнăçласа кăçал районта малтан палăртнинчен 49 миллион тенкĕлĕх ытларах ĕçсем тумалла. Укçине подрядлă организацисен Перекат банкĕнчен кредит урлă илмелле. Ку çул газификаципе çыхăннă ĕçсене районĕпе 73 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă, ку таранччен 69 миллионлăх тунă. Авшак Элмен, Элмен Сунар , Кив Сăръел ялĕсенче “Спецмонтажгаз” предприяти газ кĕртме тендер выляса илнĕ. Унăн ертÿçи В. Васильев пĕлтернĕ тăрăх, халĕ пăрăхсем туянаççĕ, кĕçех ĕçлеме пуçăнмалла. Ял çыннине газ кĕртме çăмал мар. Чи пысăк йывăрлăх вăл - укçа-тенкĕ çитересси. Ку енĕпе республикăра лайăх мел пăлăртрĕç - çăмăллăхлă кредит параççĕ. Укçине Перекет банкĕнчен илмелле, унта усă курнăшăн 13 процентне банка Правительство, 6 процентне çынсем хăйсем тÿлеççĕ. Ку мелпе районта 108 çын усă курма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Ссуда илес текенсен тивĕçлĕ хутсене хатĕрлесе те хăшкăлмалла мар ĕçукçи çинчен справка тата виçĕ поручитель пулмалла çеç. Газ кĕртмешкĕн 20 пин тенкĕ таран ссуда илме пулать. Кăçал пĕтĕмпе 1176 çурта “кăвак çулăм” çитерме палăртнă. Ку таранчен 1027 килте çăмăллăхпа усă кураççĕ. Правительство, каларăмăр ĕнтĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсен калăпăшне пысăклатса панă. Халĕ районта ăна пурнăçлассипе тимлеççĕ. Октябрьте газовиксем аван ĕçленĕ, уйăхри плана 123 процент тултарнă. Çулталăк вĕçленничен тата 460 киле газ çитмеле. Коллеги членĕсем подрядлă организацисен пуçлăхсĕне ăнлантарнине итлерĕç. “Вурнарыгаз” предприяти Калининăра, Кÿльхĕрринче, Вăрманкасра газ кĕртнĕ. Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ вĕсем. “Уют” предприяти пирки вара çавна калаймăн. Объексенче ĕçе пуçăннă та вĕçленмен. Халăххи те нуша курать, районăн кăтартăвĕсем те чакаççĕ. Упнерти ĕçсем графикпа пăхнинчен кая юлнă. “Уют” предприятин пуçлăхĕ Г.Степанов ларура пĕлтернĕ тăрăх, сăлтавĕ проектпа-смета документацине улăштарма тивнинче. Чалăм Кăкшăмра та çавна пулах чăхăмланă. Услапа, Кивъял Услапа ялĕсенче тивĕçлĕ хутсене хатĕрлесе çитермен. Малтикаспа Уйкас тата Кăмпал тăрăхĕнче ĕçленĕшĕн укçа-тенкĕ тÿлеменрен унтан пăрахса кайнă иккен. Вăрнарта та лицей патне газ пăрăхĕсем çитеймен. Сăлтавне каллех куçа-тенкĕ тÿлеменнипе çыхăнтарчĕ Геннадий Степанович. Анчах район администраци пуçлăхĕ А. Кузьмин ăна Чăрăш-Шĕнере газификацилеме укçа пĕтĕмпех уйăрнă, ĕçĕ вара пурнăçланмасть. Ноябрĕн 25-мĕшĕнччен ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçласа газ пăрăхĕсене хута ямалла - çапла йышăнчĕç коллеги членăсем. Кашни объектри лару-тăрăва сÿтсе яврĕç ларура. Калăпăр, Туçи-Çармăс тăрăхĕнче çак кунсенче çутçанталăк ырлăхĕпе усă курма пуçласса, газ çавăн пекех Кĕçĕн Кипек тăрăхне çитессе шантараççĕ подрядчиксем. Коллеги ларăвĕнче, çавăн пекех, ялхуçалăхенчи кĕрхи ĕçсене мĕнле вĕçленине, хуçалăхсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн итогĕсене, район бюджетне ку таранчччен пурнăçланипе тата унта килес çул валли палăртнă суммăсене пăхса тухрĕç. Районта салтак çулне çитнĕ çамрăксене çара ăсатасси мĕнле пыни çинчен çар комиссарĕ О.Семенов каласа кăтартнине итлесе тивĕçлĕ йышăну турĕç.


19 ноября 2003
00:00
Поделиться
;