Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ангел кунĕнчи парне

Кăçал Раççейре пĕрремĕш казначейство йĕркеленĕренпе 162 çул çитрĕ. Ăна 1-мĕш Николай император халăх укçине çĕршыва аталантарнă çĕре явăçтарас тĕллевпе туса хунă. Вăхăт иртнĕ май казначейство улшăнса , çĕнелсе пынă. Халĕ çак тивĕçсене Перекет банкĕ йĕркелесе пырать. Перкет банкĕсем пуçланса кайнăранпа 162 çул çитнине тивĕçлипе паллă тăвас тĕллевпе перекет банкĕн Канашри уйрăмĕнче кăçал “Банкпа туслă пулнăшăн“ конкурс ирттернĕ. Унта банкпа пĕр татăлмасăр 30 çул е ытларах та çыхăну тытакансем хутшăннă. Пирĕн районта кун пек çынсем темиçе те пур. Канашри уйрăма кĕрекен Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчи хушма офиссенчи вкладчиксем хушшинче Вăрнарти Анастасия Ивановна Старовойт çĕнтернĕ. Вăл перекет банкĕпе çур ĕмĕр ытла, 1951 çултанпа, çыхăну тытать. Анастасия Ивановна пенсионерка. 1944 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче вунултă çулта чухне хими заводĕнче бухгалтера вĕренекенĕнче ĕçлеме пуçланă. Ĕçленĕ вăхăтрах Мускавра бухгалтерсен шкулĕнче тата Ленинградра квалификацие ÿстермелли курссенче ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Заводра 46 çул вăй хунă, бухгалтер, аслă бухгалтерăн заместителĕ, аслă бухгалтер пулнă. Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Вăрнарти 7507Ÿ061 номерлĕ хушма офисĕн ертÿçи Надежда Александровна Григорьева Анастасия хвановнана конкурсра çĕнтернĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, укçан приз пачĕ. А.Старовойт хăйне çакăн пек чыс тунăшăн çав тери хĕпĕртени çинчен пĕлтерчĕ, тав турĕ, ку укçана та перекет банкне хывасси пирки каларĕ. Сăмах май, çак кун шăпах Анастасия Ивановнан Ангел кунĕ пулнă. Апла, ăна конкурсра çĕнтернĕ ятпа панă приз ветераншăн уйрăмах вырăнлă пулчĕ. Перекет банкĕн Вăрнарти хушма офисĕнче халĕ 77 пин ытла вкладчик шутланать. Кунта укçана тĕрлĕ майпа хывса усрама пулать. Çавăн пекех офисра ют çĕршывсен укçипе те операцисем ирттереççĕ. Офисри туслă та опытлă коллектив çынсене кĕске вăхăтра, çÿллĕ шайра тивĕçтерме тăрăшать. Кунта кашнинех ăшшăн кĕтсе илеççĕ, ырă сунса ăсатаççĕ.


19 ноября 2003
00:00
Поделиться
;