Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Техникăна хаклама пĕлмелле

Районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, пахчаçимĕçсемпе тымар çимĕçсене пухса кĕртрĕç. Уйсенче çĕртме сухи тăвакан тракторсен кĕрлевне çеç илтме пулать. Ĕçрен пушаннă техникăна упрама лартмали вăхăт çитрĕ, çавна май ялхуçалăх предприятийĕсенче пикенсех уй-хир ĕçĕсене хутшăннă техникăна хĕл каçарма лартмалла, машина-трактор паркĕсене тирпей-илем кĕртмелле. Халех, ним тăхтаса тăмасăрах, тĕштырă тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли комбайнсене тусанран, пылчăкран тасатмалла. Уçă çĕрте упранакан техника çинчи ременьсене илсе хумалла, двигательсене тасатмалла, герметизаци ĕçĕсене ирттермелле тата ытти те. Пĕр сăмахпа калас-тăк, техникăна патшалăх стандарчĕ ыйтнă пек упрама хатĕрлесе çитермелле. Районти ялхуçалăх предприятийĕсем ку тĕлĕшпе еплерех ĕçленине пĕлес тĕллевпе иртнĕ тунтикун патшалăхăн техника асăрхавĕн инспекцийĕн пуçлăхĕпе И.Тимофеевпа, район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн аслă инженерĕпе В.Котовпа тата ĕç сыхлавĕн тĕп специалисчĕпе Е.Алексеевпа çула тухрăмăр. Малтанах “Правда” ялхуçалăх производство кооперативĕн мехпаркĕнче пултăмăр. Тÿрех каламалла кунта ялхуçалăх техникине упрама лартман. Темшĕн-çке нурăссем техника ĕмĕрне вăрăмлатасси пирки шутламаççĕ. Техника хăйне пăхакан, хаклама пĕлекен çын аллинче чылай çулсем шанчăклă ĕçлесе усă кÿрет. Хальхи вăхăтра çĕнĕ техника туянма йывăр, çавăнпа та мĕн пуррине тивĕçлеĕпăхса тăни шанчăклăрах мар-ши; Комбайнсене вырма вĕçленнĕ хыççăн пĕр çĕре вырнăçтарса лартма шутламан-тĕр. “Уй-хир карапĕсен” бункерĕсене тасатман, двигательсене гермитизацилемен, ураписене шуратман. Жаткăсем пирки те çакнах каламалла. Шăтсан, юр çусан бункерсенчи тырăна, культиваторсем çинчи пылчăка тасатма йывăр пулĕ. Кая юлсан каю шăтать тесе ахальтен каламан пул, ваттисем. Каярахпа, çак ĕç çине алă сулсан вăл манăçа тухать, пайсем те тутăхма, “ураланма” пултараççĕ. “Правда” хуçалăх председателĕнче В. Иванов ĕçлеме пуçлани çулталăк та çитеймен-ха. Тĕпрен илсен, çĕнĕ хуçа юхăнма тытăннă, тĕпсĕр авăра сикме хатĕрленнĕ хуçалăхăн йывăр лавне туртса пыма пуçланăранпа лару-тăру ырă енне улшăннă. Председатель тĕп инженертан çирĕпрен ыйтма, техеникăна палартнă срокчен хĕл каçарма лартма шантарчĕ. Механизаторсене те ку енĕпе асăрхатарасси пирки каларĕ. Халĕ хуçалăхра кĕрхи çертме тăвассипе тимлеççĕ. Ноябрĕн 10-мĕшне 250 гектар çĕртме сухи тунă, планпа 800 гектар сухалама пăхнă. Николай Михайлов, Александр Кузьмин, Юрий Захаров механизаторсем уйрăмах хастар. - Çĕртмене вĕçлесен урапаллă тата гусеницăллă тракторсене тасатса лартăпăр, тăхтаса тăмăпăр. Çĕмрĕлнĕ техникăна юсассипе те сахал мар ĕçлемелле. Кăçал çак тĕллевпе юсав мастерскойне йĕркене кĕртрĕмĕр. Токарь, сварщик, тимĕрçĕ пур. Халĕ кунта ăшă, пулĕ, ятарласа çĕр кăмрăкĕ туянтăмăр, - терĕ В.Иванов председатель. Рейд бригади çитменлĕхсене ноябрĕн 17 - мĕшĕччен пĕтерме предписани çырса хăварчĕ. “Новый путь” хуçалăха çитсен те сахал мар çитменлĕхсем асăрхама май килчĕ. Комбайнсене пĕр рете лартнă пулин те, вĕсен ременĕсене пушатман, ураписене сăрламан, уратаксем çине хăпартман. Техника паркĕ хуçалăхра кивĕ. Сăмах май каласан, малтикас ялтăрасен техники кăçал тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухайман. Çакă пăшăрхантармать пулас хуçасене, техникăна хĕл каçарма ГОСТ ыйтнă пек лартасси инçе-ха. Çакăн валли условисем вара çителĕклех. Паркра кăнтăрла та çын çукки тĕлĕнтерчĕ. Хуçалăхра чăнннипех ĕçлесишшĕн çунакансем пурри иккĕленÿ çуратрĕ. “Броневик” хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче рейд бригадине Б.Алексеев тĕп инженер кĕтсе илчĕ. Кунта та техникăна тасатса лартас ĕçсене кая хăварнине палăртрĕç яваплă çынсем. Мĕнпе çыхăннă-ши ку; Çакă механизаторсенчен çирĕп ыйтманнинчен килнине палăртмалла. Паркра тирпейлĕх çук. Харпăр хăй техникине пăхса-асăрхаса тăрсан йĕрке пулмаллах пек туйăнать. Б.Алексеев инженер каланă тăрăх, ĕçрен пушаннă ялхуçалăх техникине пĕр-çĕре вырнрарса лартма шăнтсан меллĕрех. Анчах агрегатсем çине çыпçаннă пылчăка уйăрма çанталăк сивĕтсен йывăртарахĕ пулмĕ-ши; Паркри сеялкăсем патне пырса пăхрăмăр, вĕсене тыртан пушатман. Çуркуннеренпе вăхăчĕпе самаях иртнĕ, анчах хуçалăхра техникăна тасатма мехел çитереймен. Мĕн пуррине те упрамасан çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа пурнăçлама май килĕ-ши; КРН - 2,1 косилкăсен ременĕсене пушатманни те йĕркене пăхăнманни пулать. Выльăх апачĕ пуçтамалли Е - 281 комбайн ураписене шуратнăччĕ-ха, акара усă курнă ытти агрегатсене пĕр йĕрпе правлени умне вырнăçтарнăччĕ. Апла пулин те хăмăшсен техникăна тивĕçлĕ шайра упрастсен нумай ĕç пурнăçламалла-ха. Рейдра пулнă хыççăн çакă аван курăчĕ: ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне виçĕ хуçалăхра та техникăна патшалăх стандарчĕ ыйтнă пек упрама лартман. Çакă хуçалăхсенчи ку ĕçшĕн яваплă çынсенчен нумай килнине палăртмалла. Кăçал районта кĕрхи ĕçсем вăрăма тăсăлса кайрĕç. Çак сăлтава пула техника ĕçрен час пушанаймарĕ. Апла пулин те, комбайнсене, сеялкăсене, выльăх апачĕ хатерлемелли техникăна упрама лартма вăхăт çителĕклĕ пулчĕ. Унпа меллĕ усă курманнисемех каярахпа йывăрлăхсем тÿсĕç: çумăр айĕнче тутăхса юханса ларакан техника юрăхсăра тухма та пултарать. Çакна манманнисем вара ăнăçу çулĕпе утма, çĕнĕ техника туянма мехел çитереççĕ. Пĕлнĕ тăрăх, “Санары”, “Янгорчино”, Гвардеец” хуçалăхсенче техникăнĕ ĕмĕрне тăсассипе лайăх ĕçлеççĕ, ăна упрама вăхăтра лартаççĕ.


19 ноября 2003
00:00
Поделиться
;