Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мĕн акатăн, çавă шăтать

Районĕпе илсен, килес çул çуркунне акса хăварма пĕрчĕллĕ тата йышши культурăсен вăрлăхĕ 41698 центнер кирлĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40116 центнер кирлĕ. Вăрлăх çитмес теме çук - ку тĕлĕшпе хуçалăхсем çитес çуракинче лару-тăруран тухас шанчăк пур. Ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне 40116 центнер пахалăхне тĕрĕсленĕ. 18013 центнерĕ, е 45 проценчĕ, акмалли кондицине тивĕçтерет. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлисем 7873 центнер (2- процент) пур. “Знамя труда”, К.Маркс ячĕллĕ, “Янсарино”, “Янгорчино” хуçалăхсенче лайăх пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăварнине палартмалла вăл ăна нормине стандартне пĕтемпех тивĕçтерет. “Санар” агрофирмăра, “Юнтапа” хуçалăхра та акмалли вăрăлха кондицине çитерме тĕллев лартнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă вăрлăхсем “Санар” агрофирмăра 1750 центнер (83 процент), К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра 1455 центнер ( 40 процент) хывнă. Вăрлах пахалăхне лайăхлатассишĕе пĕрисем çине тăрса тăрăшаççĕ Пулсан “Родник”, “Фавн” агрофирмăсенче, Коротков ячĕллĕ, “Новый путь”, “Маяк”, “Янишево”, “Родина”, “Урожайная ннива”, “;” хуçалăхсенче кутаранччен пĕр центнер та кондицине лартман. Паянхи кун районĕпе 22103 центнер (55 прцент) вăрлăх таса мар пирки кондицине тивĕçтермест “Победа ЯХПК-че, “Вурнарская” агрофирмăра, “Вăрнарти аш какай комбиначĕ” акционерсен обществин хушма хуçалăхĕнче, “Самолет” хуçалăхра вăрлăха тасатассипе япахрăх ĕçлеççĕ. 4102 тоннăн центнерăн шăталăхĕ чакнă, 10015 центнер вăрлăхăн кÿрĕклĕхĕ пысăк. Çуракинчен вăхăт пур-ха, анчах хуçалăхсенче çакăнпа лăпланса лармалла мар. Вăхăтпа меллĕ усă курса вăрлăха тивĕçлĕ кондицине çитермеллех. Çак тĕллевпе ялхуçалăх производство кооперативĕсенче ятарлă звеносем йĕркелемелле. Мĕн акатăн, çавă шăтать, теççĕ. Çуркунне ялхуçалăх культурисене япăх вăрлăхпа акса хăварна пĕр тĕслĕх те ан пултăрччĕ.


22 ноября 2003
00:00
Поделиться
;