Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх Думин депутачĕ Вăрнарсемпе тĕл пулчĕ

Юнкун Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пурлăх комитечĕн председателĕн çумĕ Виктор Опекунов депутат Вăрнар тăрăхĕнче пулса тĕлпулусем ирттерчĕ. Вăл малтан Чăваш Республикин промышленность министрĕн çумĕпе тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕпе Владимир Свешниковпа, завод коллективĕпе курса калаçрĕ, РФ Патшалăх Думи халăх пурнăçне лайăхлатас, ăна пурнăçлама тивĕçлĕ законсем йышăнас тĕлĕшпе тимленипе паллаштарчĕ. Виктор Семенович Раççей çĕршывĕнчи лару-тăрăва тăватă çăл хушшинче самаях улăштарма, йывăрлăхсене çĕнтерме май килнине асăнчĕ. Калăпăр, экономика çĕкленме пуçларĕ, предприятисем аталанаççĕ, пенсие вăхăтра тÿлеме тытăнчĕç, Раççейĕн тулашри парăмĕ те татăлать тата ытти те. “Анчах пирĕн çакăнпа çеç лăпланмалла мар, малаллах каймалла, тăван Çĕршывăмăрăн хăватне, чапне ÿстерсех пымалла,- терĕ депутат. - Апла пулсан Патшалăх Думинче ăслă-тăнлă, ĕçлеме пĕлекен çынсем пулмалла”. Чăн та ĕнтĕ, тепĕр чухне телевиденипе хăшпĕр “халăх чурисем” ларусенче мĕн хăтланнине курса тĕлĕнетĕн. Сăмах çапма юратманнисем вара йĕркеллĕ законсем хатĕрлесе йышăнаççĕ. Акă, ялхуçалăхне аталантарас енĕпе пысăк мерăсем палăртнă законăн проектне пăхса тухмалла, килти хуçалăхра туса илнĕ продукцие сутакансене налуксенчен хăтарма пăхнă, ялхуçалăхĕнче килес çултан пĕрлехи налук вăя кĕрет. Çавăн пекех депутатсем Раççее апат-çимĕç кÿрсе килессине чакарттарнă. Унтан В.Опекунов депутат районти культура çуртĕнче халăхпа тĕл пулнă. Ялсенчен те пуçтарăннă унта. Раççейри лару-тăру, Патшалăх Думин ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă хыççăн вăл ыйтусем çине хуравланă. Ача-пăча посбийĕ питĕ пĕчĕкки, çарти улшăнусем пăшăрхантараççĕ çынсене. Пурин çине те тĕплĕн хуравларĕ Владимир Семенович. Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчи тĕлпулу вăхăтĕнч.


22 ноября 2003
00:00
Поделиться
;