Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вут-кăварпа асăрхануллă пулăр

Çак сăмахсен пĕлтерĕшне пĕлетпĕр пулин те, чылай чухне асăрханулăх, тимлĕх çинчен темшĕн манса каятпăр. Вут-çулăмăн алли вăрăм, вăл ниме те тиркемест, веçех тĕп тăвать. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 63 хутчен пушар алхаснă. Пушарсенче 20 çурт-йĕрпе хуралтăсем çунса кĕлленнĕ. Тăкакĕ - 300 пин тенкĕ ытла. Иртнĕ канмалли кунсем пушар хуралĕнче ĕçлекенсемшĕн уйрăмах канăçсăр пулчĕç. “Хĕрлĕ автан” виçĕ çĕрте ташă пуçланă, икĕ çын пурнăçне татнă. Шăматкун, 22 сехет те 40 минутра Хурăнсур Çармăс ялĕнче Д.Трофимован килне вут хыпса илнĕ, йывăç çуртран кĕске вăхăтрах кĕл купи кăна тăрса юлнă. Пушарта 79 çулхи кил хуçи хĕрарăмĕн пурнăçĕ татăлнă. Инкекĕн сăлтавне тупса палăртассипе ĕçлеççĕ. Вырсарникун хăрушă инкек Вăрманкасра пулса иртнĕ. Çурçĕр иртни 25 минутра Г.Зубов хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма тытăннă, пурăнмалли çурта тĕп тунă. Кил хуçине те çăлса хăварайман. Арçын чĕлĕме сÿнтермесĕрех çывăрса кайнипе пушар тухнă пулĕ тесе шутлаççĕ. Вут-кăварта çынсем вилнĕ тĕслĕхсем ÿссе пыни питĕ шухăшлаттарать. Иртнĕ çул, сăмахран, вунă уйăхра пушарсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, кăçал - тăххăрăн çунса вилнĕ. Пушарта çын пурнăçĕ татăлнинчен хăрушăраххи çук. Кăтартусем мĕншĕн ÿсеççĕ-ха; Чылай чухне инкексен сăлтавĕ - ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни. Кăçал районта тухнă пушарсен ытларах пайĕ çакăнпа çыхăннă та. Халĕ çанталăк сивĕте пуçларĕ. Çавăнпа çынсем хваттерсене, пурăнмалли çуртсене ăшăтма электроприборсемпе усă кураççĕ. Пушар хуралĕ районта пурăнакансене электроприборсемпе асăрхануллăрах пулма, килтен тухса кайнă чухне вĕсене розеткăран кăларса хăварма ыйтать. Пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр: кăмака хутнă чухне тĕтĕм каякан çул юсавлине тĕрĕслĕр, ачасене никам асăрхамасăр ан хăварăр, чĕлĕме тĕпĕ-йĕрĕпе сÿнтермесĕр çывăрма ан выртăр, газ приборĕсемпе асăрхануллă пулăр тата ытти те.


22 ноября 2003
00:00
Поделиться
;