Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламаллах

“Тăван çĕршыва сыхласси - кашни арçыннăн тивĕçĕ” текен лозунга пĕр вунă-вунпилĕк çул каялла çирĕп пăхăннă. Каччăсем хăйсен ирĕкĕпе çар хĕсметне кайнă, службăран пăрăнас шухăш никамăн та пулман темелле. Халĕ, самана тата общество шухăш-кăмăлĕ улшăннăран-ши, çамрăксем тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕç çине пачах урăхла пăхаççĕ. Малтан хĕсметре пулман каччăсем çине хĕрсем те çаврăнса пăхмастчĕç. Халĕ вара çакă пурпĕрех-ши; Паянхи йĕхĕтсем çара каясран тарса çÿреççĕ, хĕр-упраç салтакра пулнисем психика енчен пăсăлнă е эрех-сăра сыпкаласан питĕ усалланса каяççĕ тесе вĕсем çине пăхасшăн мар. Октябрĕн 1-мĕшĕнче Раççейре, çав шутра хамăр районта, кĕрхи призыв пуçланчĕ. Салтака Вăрнар районĕнчен 77 çамрăка ăсатмалла. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчи 59-мĕш статьяра çапла çырнă: “Çĕршыва сыхласси РФ гражданинĕн таса тивĕçĕ пулса тăрать. Раççей Федерацийĕн гражданинĕ çар службине федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлать”. Çак саккун пуриншĕн те пĕр. Ăка çирĕп пăхăнмалла, РФ Контституцийĕн йышăнăвне пăсма никам та ирĕк паман. Призыв енĕпе çыхăннă йывăрлăхсем çултан çул пуçтарăнса пыраççĕ. Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен калакан федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, хĕсмете 18-27 çулхи яшсем кайма тивĕç. Анчах çартан пăрăнакансен йышĕ çултан-çул ÿссех пырать. Призыв пуçламăшĕнче çавăн пеккисем 88-ăн пулчĕç, халĕ 53 çын шутланать. Вăрнар поселокĕнченех çартан хăтăлас текенсем 17-ĕн. Ялсенче те çавăн пек çамрăксем сахал мар. Уйкас Кипек ял администрацийĕнче - 9 каччă, Туçи Çармăс, Çавалкас, Мăн Явăш ял администрацийĕсенче те 4-5-шер çынран кая мар. Çамрăксем çар комиссариатĕнчен ярса панă повесткăсем çине вĕсене илнине çирĕплетсе алă пусмаççĕ, документа ахаль хут вырăнне çеç хураççĕ. Повесткăсем валеçсе çÿренĕ чухне хваттер алăкăсене пирĕн умра шалт хупса лартни те пĕрре çеç мар пулнă. Çакă, паллах, ырă япала мар. Унашакаллисене административлă майпа штрафлама ирĕк пур. Çар комиссариатĕнче учетра тăракан çамрăк, енчен те ăна повесткăпа чĕнсе илнĕ пулсан, сăлтавсăрах пирĕн пата пымасан, тивĕçлĕ органсене пĕлтермесĕр урăх вырăна пурăнма куçса кайсан, чи пĕчĕк ĕç укçин 5 хут виçи чухлĕ штаф тÿлеттерме пултаратпăр. Хăшĕ-пĕрисемшĕн ку та темех мар. Шăп призыв пынă вăхăтра çуркуннепе кĕркунне яшсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илме “шабашкăна” тухса каяççĕ, ытларах чухне Мускава е кÿршĕ регионсене. Çавна май вĕсене шыраса тупас ĕç самаях йывăрланать. Хăшпĕр чухне ашшĕ-амăшĕсемпе калаçни те кăлăхах. Вĕсем ывăлĕсем ăçта пытанса пурăннине, вĕсен адресне юриех пĕлтермеççĕ. Призыв умĕн çартан пăрăнакан яшсен ашшĕ-амăшĕсене пурне те комиссариата чĕнтертĕмĕр.Тĕлпулусен усси пулчĕ, хăшне-пĕрне ăçта пурăннине палăртма май килчĕ. Хĕсметрен пăрăнма тăрăшакан çамрăксене ял администрацийĕсен те шута илмелле, 18 çула çитнисене çара кайма хатĕрлемелле. Шкулсенче те патриотизм темипе çыхăннă калаçăва тăтăшах хускатмалла пулĕ. Çакă çамрăксене çĕршыва сыхлассине чи малтанхи таса тивĕç пек йышăнма пулăшĕ. Халлĕхе вара ял администрацийĕсем çар комиссариатне салтака кайма ят тухнă çамрăксен списокне тăратнипе çеç çырлахаççĕ. Пурне те хурлас килмест манăн. Шел пулин те, самани самаях улшăнчĕ. Пытарма кирлĕ мар, телевидени, радио, хаçатсем ытларах çарти йĕркесĕрлĕхсем çинчен пĕлтереççĕ. Çĕршывăмăрпа мăнаçланасси манăçа тухать. Патриот сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланман çамрăксем те пур пирĕн хушăра. Танлаштарса пăхăр-ха: 1988 çулта , Совет Союзĕнче 300 миллион çын пурăннă чухне, çара каяссинчен пурĕ те 443 каччă кăна тарса хăтăлнă. Халĕ, иртнĕ çулхи перепиç тăрăх, çĕршывра 144 миллион çын пурăнать. Пĕлтĕрхи призыв кампанийĕн кăтăртăвĕсене тишкерсен, çар комиссариачĕсем 30,5 пин яша палăртнă вăхăтра кĕтсе илсе çар хĕсметне ăсатайман. Хальхи вăхăтра призыв комиссийĕ каччăсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе тимлет. Кунта та пăшăрхантаракан фактсем час-часах тĕл пулаççĕ: призывниксенчен нумайăшĕ тĕрлĕ чир-чĕре пула çара кайма юрăхлă мар. Çакна каласа хăвармалла: медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменнисене, тĕрĕслеве уйăрнă вăхăта юриех тăсса яракансем те пур. Вĕсене административлă майпа явап тыттарма лекет. Салтакра пулман - саламат курман, теççĕ ваттисем. Çар службинчен юриех пăрăнакансене ятранах асăнса хăварни те ытлашши пулмĕ: çаксем - Калининăри Александр Павлов, Вăрнарти Андрей Бородкин, Евгений Егоров, Сергей Ефремов, Кив Шуртанти Герман Арсентьев. Вĕсене участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле тытса чарма, çар комиссариатне çитерме тивет. Çартан сăлтавсăр пăрăнакан çамрăксене, енчен те вĕсене службăран саккунпа хăтарман пулсан, РФ уголовлă кодексĕпе чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 200 - 500 хут ÿстерсе штраф тулеттерме е 3 - 6 уйăхлăха, айăпĕ пысăк пулсан 2 çулчченех ирĕкрен хăтарма пăхнă. Юрĕ, 27 çул тултарнă каччă çартан тарса хăтăлнă тейĕпĕр, анчах каярахпа çемье çавăрсан пурнăçра ăна сахал мар йывăрлăхсем кĕтеççĕ: тепĕр çĕре ĕçе вырнаçма çар билечĕ кирлĕ. Çавăн пек çамрăксем каярахпа хăйсемех ÿкĕнеççĕ, йăнăш тунине ăнкарса илеççĕ. Çар комиссариатне пырса тархасласа çар билетне пама ыйтаççĕ. Анчах чавса çывăх та çыртма çук... Саккуна пăхăнса, таса чунпа çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланинчен лайăххи çук пулĕ.


26 ноября 2003
00:00
Поделиться
;