Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв кĕрнеклĕ иртрĕ

Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче ялхуçалăхĕпе продукцие тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. Унта республика, районсен, ялхуçалăх органĕсен, пĕрлешÿллĕ ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, хăнасем йышлă пухăнчĕç. Çĕр çыннине лайăх ĕçшĕн тав туса каланă сăмахсем сахал мар янăрарĕç çак кун. Савăнăçлă уяв пухăвне Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн ертÿçи Михаил Михайловский тата ытти официаллă çынсем пычĕç. Çавăн пекех унта Вăрнар район делегацийĕ те, унăн йышĕнче 46 çын, хутшăнчĕ. Ял çыннин уявĕ чăваш хресченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе пуçланчĕ. Пухăннисем ăна ура çине тăрса итлерĕç. Мăнаçлă гимнăн кĕвви чуна уçса ячĕ, вăл Чăваш енре тăван çĕре, çĕр ĕçченне чăннипех хисепленине палăртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ ялхуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев залра ларакансене кăçалхи ялхуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕрпе тухăçлă усă курассипе Чăваш ен федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăн йышăннине палăртрĕ. Кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăка пăхмасăрах Чăваш республики тыр-пул тухăçĕпе Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Гектар тухăçĕ вăтамран 20,4 центнер. Ытти çулсемпе танлаштарсан республикăра çĕрулмине, пахчаçимĕçсемпе тымарçимĕçсене пысăк хăвăртлăхпа пухса кĕртнĕ. Çĕрулми туса илесси 36 процент ÿснĕ, республика Атăлçи округĕнче ку енĕпе тăваттăмĕш вырăна тухнă. Хамăр районти «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕ çĕрулми туса илессипе уйрăмах тухăçлă ĕçленĕ. Çĕрпелсем çимĕçе гектар пуçне 320 центнер туса илнĕ. Хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» 95 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Çимĕçе ытларах Мускав хулине, ытти регионсене ăсатнă. Хуçалăх кассине 6 миллион тенкĕне яхăн тупăш пырса кĕнĕ. Çĕр ĕç продукчĕсене сутас енĕпе малашне республикăра йывăрлăхсем пулмĕç. М.Игнатьев министр пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть Чăваш енпе Мускав килĕшÿ тунă. Çĕршывăмăрăн тĕп хули килес çул республикăран икĕ еншĕн те усăллă условисемпе пахчаçимĕç тата çĕрулми туянма шантарнă. Михаил Васильевич ялхуçалăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех уй-хир паттăрĕсене, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Ялхуçалăхĕ Чăваш енĕн экономикине çирĕп тытса тăнине палăртрĕ. 2004 çулта Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарма республика бюджетĕнчен кăçалхипе танлаштарсан 43 процент чухлĕ нумайрах укçа-тенкĕ уйăрни пирки каларĕ. Правительство ялхуçалăхне аталантарас тĕллевпе чылай мерăсем йышăнма палăртнине асăнчĕ. Ун хыççăн кăçалхи ялхуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх мала тухнă районсемпе хуçалăхсене, уйрăм çынсене чысларĕç. Вăрнар районĕ Н.Федоровăн «Агропромышленноç комплексĕнчи реформăсен аталанăвĕ çинчен» Указне пурнăçлассипе активлă ĕçленĕшĕн тата ялхуçалăх производствине ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн Диплома тата 75 пин тенкĕ укçана тивĕçрĕ. Диплома Н.Федоров Президент район администрацийĕн пуçлăхне А.Кузьмина саламласа пачĕ. Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен республикăри предприятисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче «Вăрнарти инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕ» патшалăхăн унитарлă предприятийĕ виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çав ятпа предприятие Дипломпа тата 25 пин тенкĕ премипе чысларĕç. Вăрнар районĕнче ĕçчен çынсем сахал мар. Вĕсемпе эпир чăннипех мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр. Акă, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Дмитрий Ильич Петров 40 çул ытла механизаторта тимлет. Хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçланипе ырă ята вăл тăван ялĕнче çеç мар, районта та тивĕçнĕ. Хуçалăхра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята пачĕç, çакна ĕнентерсе кăкăр çине знак çакса ячĕç. Уяв ячĕпе пысăк концерт пулчĕ. Ун хыççăн Вăрнар район делегацийĕ Çĕнĕ Шупашкарти çăкăр комбиначĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ. Уявран ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем кăмăллă таврăнчĕç. Вĕсем республикăра хресчен ĕçне чăннипех хакланине, ялăн социаллă пурнăçне аталантарассипе ытларах тимлĕх уйăрнине тепĕр хут ĕненчĕç.


26 ноября 2003
00:00
Поделиться
;