Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕк бизнес аталанать

Тепĕр чухне Вăрнарта çемьепе е юлташсемпе пĕрле канма тата пĕр-пĕр уява ирттерме йĕркеллĕ кафе е столовăй çуккишĕн пăшăрханатăн. Çавăн пек самантсенче вара “пуçаруллă та пултаруллă çынсем юлмарĕç-ши районта” тесе шутлатан. Ытларикун çавнашкал илемлĕ те хăтлă вырăн уçăлни хумханăва сирме пулăшрĕ. Вăрнара нурăс енчен пырса кĕнĕ чухне капмар çурта асăрхаман çын çук ĕнтĕ. Тĕрлĕ сас-хура çÿретчĕ ун пирки: шăпах çав çуртра “Снежана” кафе-бар уçăлчĕ. Ирина Владимировнăпа Александр Иванович Ефимовсем çак ĕçе пурнăçлама вăй çитернĕ. Тултанах илемлĕпе хăй патне йыхăрать çĕнĕ кафе. Шала кĕрсен вара тÿрех туятан: тавар туякансене, меллĕ условисем туса парассишĕн сахал мар вăй хунă кунта. “Хулари столовăйсенчен темиçе хут аванрах” - терĕç пĕрремĕш пыракансем. Йăлтăр-ялтар çиçнипе мар, хăйĕн хăтлăхĕпе ыттисенчен ирттерет вăл. Тĕрлĕ уявсене коллективпа паллă тума, культурăллă канма поселокра çавнашкал заведени уçăлни савăнтарать. Предпринимателлĕх, пĕчĕк бизнес вăй илсе пыни çинчен те калать çак тĕслĕх. Апла пулсан, конкурентлăх аталанать, тен, таварсем йÿнĕрех пулĕç, пахалăх лайăхланĕ. Халăхăн культура шайне ÿстерме май панине те палăртрмалла. Калăпăр, таса та çутă зала пылчăклă атă-пушмакпа, вараланчăк тумтирпе кĕме те именетĕн. Тĕтĕм-сĕрĕм мăкăрлантаракансем те чĕлĕме çавара хыпиччен йĕри-тавра çаврăнса пăхса шухăша каяççĕ. Илеме ăçтан пăсас килтĕр. Вăл хамăршăнах-çке. Кафене уçассишĕн самаях тăккаланма, вăй хума тивнине палăртрĕ Александр Ефимов. Хăнасем вара мăшăрсене ăнăçу, малашлăхра ÿсĕмсем сунчĕç. “Выртан каска мăкланнă...” теççĕ ваттисем. Ефимовсем вара пĕр вырăнта чарăнса тăма хăнăхман, шав малалла талпăнаççĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕпе-амăшне хывнă, ĕçре пулăшаççĕ, пĕрле тăрмашаççĕ. Çĕнĕ кафе-бар, малтан палăртнă тăрăх, 9 сехетрен пуçласа çурçĕр иртни 2 сехетчен ĕçлет. Коллективпа кану каçĕсем йĕркелеме ыйтса заявкăсем килме те пуçланă ĕнтĕ.


29 ноября 2003
00:00
Поделиться
;