Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăçлă уявларĕç

Ялхуçалăх ĕçченĕсен профессиллĕ уявне халалланă савăнăçлă каçа Çĕрпелти культура çуртне ял çыннисем, уй-хир ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ялти интеллигенци, шкул ачисем йышлă пуçтарăнчĕç. Малтанах «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Г.Романов хуçалăх ĕçченĕсен 2003 çулхи çитĕнĕвĕсем пирки доклад турĕ. - Çулĕ йывăр килчĕ пулин те, пирĕн ялхуçалăх ĕçченĕсем тырпула, пахчаçимĕçпе тымарçимĕçсене вăхăтра пуçтарса кĕртрĕç. Тĕштырă кашни гектартан 34,5 центнер, выльăх кăшманĕ 450, сахăр кăшманĕ 250, çĕрулми 320 центнер туса илчĕç. 2000 тонна ытла çĕрулми сутнă та ĕнтĕ (1500 тоннине Мускава ăсатнă). Çĕрулмирен хуçалăх кассине 6 миллион та 500 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Ферма ĕçченĕсем те пысăк çитĕнÿсем тума пултарчĕç. 10 уйăхра 867 тонна сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен 3761 килограмм сĕт сунă, уйрăм дояркăсем 4000 килограмран та ирттерчĕç. Пархатарлă ĕçсемшĕн председатель ял ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене хавхалантарма хуçалăх правленийĕ 75 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Премисене пурĕ 217 çын тивĕçрĕ. Пĕрремĕш преми 500-шер тенкĕ, иккĕмĕш - 300-шер, виççĕмĕш преми 150-шар тенкĕ пулчĕ. Савăнăçлă уява район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн ертÿçи А.Ильин, тĕп агрономĕ З.Палитова, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕн çумĕ В.Аношин хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. В.Аношин хуçалăхри ĕçченсене – Б.Горбунова, М.Васькова, В.Нягана, С.Игнатьева, Г.Семенова выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре хастар пулнăшăн пиншер тенкĕ парса чыс турĕ. Уяв каçĕнче чăваш эстрада юрăçисем Альбина Сарри, Алексей Мурзуков, Алексей Шадриков юрăсем шăрантарчĕç, ташă ушкăнĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ ташăсемпе савăнтарчĕ. Концерта кулăш ăсти Виталий Сергев ертсе пычĕ. Хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчĕç ял ĕçченĕсем уявран.


29 ноября 2003
00:00
Поделиться
;