Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксемсĕр ял илемсĕр

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2004 çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе йышăннă чухне çамрăксене çĕршывра «хуçаланакан» йĕркесĕрлĕхрен, киревсĕр йăласенчен пистерессине, вĕсене сывă пурнăç йĕркине анлăрах явăçтарассине, социаллă пĕлтерĕшлĕ пуçарăвĕсене аталантарассине тĕпе хунă. «Физкультурăпа спорт вăййисене хутшăнни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çамрăксене психологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă хÿтĕлениех», - çапла палăртнă Николай Васильевич çамрăксен çулĕнчи мероприятисен тĕп пĕлтерĕшне кăтартса.

Президент Указне пурнăçласа иртнĕ эрнекун районта кăçалхи çула халанланă мероприятисем старт илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев, культура пайĕн пуçлăхĕ С.Журавлева, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Г.Иванова Аçăмçырми ял администрацийĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕç. Кунашкал тĕлпулусене кашни ял администрацийĕнчех йĕркелеме палăртнă. Ун йĕркине спорт ăмăртăвĕсене, отчетлă пуху тата культура мероприятисене кĕртнĕ.

Тĕлпулăвăн официаллă пайĕ пуçланиччен район администрацийĕн волейболистсен команди  Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе тата вырăнти çамрăксемпе волейболла выляса ăмăртрĕç.

Шкулăн актовăй залĕнче ял çыннисемпе ирттернĕ тĕлпулура ырă ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинчен те сăмах пуçарчĕç. Чи хумхантараканни демографи лару-тăрăвĕ япăхланни. Иртнĕ  çул, сăмахран, Аçăмçырминче пĕр çемье  чăмăртаннă, пĕр ача çуралнă, çиччĕн çут тĕнчерен уйрăлнă.

Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем кунта та сахал мар. «Ĕçке пулах, акă, ялти виçĕ çемьере ачи-пăчисем тăван килтех «тамăк» кураççĕ. Ашшĕ-амăшĕ черкке хыççăн черкке ярăнтарнă вăхăтра ачисем сивĕ, хутман пÿртсенче шăнса лараççĕ. Апат  йĕркелле çеймеççĕ, - пĕлтерчĕ Аçăмçырми ял администрацийĕн пуçлăхĕ Валентина Егорова. - Вĕсене пулăшас тĕллевпе координаци канашĕ йĕркелерĕмĕр, ку çемьери пурнăç условийĕсене тĕрĕслесех тăратпăр. Ачасем йывăр лару-тăрура çитĕннине кура вĕсене интернатсене вырнаçтарма ыйтса прокуратурăна  заявкăсем панă, анчах ача çурчĕсенче те вырăн çук иккен...»

Пухура çавăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Игнатьев район аталанавĕн кăтартăвĕсемпе, вырăнти культура, медицина ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, шкул ачисем концерт лартса пачĕç.

Ял çамрăкпа тĕреклĕ, яш çынсăр вăл илемлĕ мар,  тетпĕр эпир.  Анчах ку тĕлĕшпе, ытти çĕрти пекех, кунта та мухтанмаллиех çук иккен. Çамрăксем яла юласшăн мар. Уйрăмах хĕрсене тăван тăрăхра тытма çук. Авланман хусахсем нумайлансах пыраççĕ. Аçăмçырминче вĕсен вăхăта усăллă ирттерме культура çурчĕ ĕçлет-ха. Тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ кунта, кашни паллă дата тĕлнех мероприятисем хатĕрлеççĕ. Валентина Петрова директорпа Юлия Антонова пултарулăх ертÿçи уяв каçĕсем интереслĕрех иртчĕр тесе çине тăрсах  тăрăшаççĕ. Вĕсем хаваслă та çÿллĕ шайра иртнине стена çинчи сăнÿкерчĕксем çирĕплетеççĕ.

Çамрăксене воспитани парас ĕçре те культура учрежденийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан, наркомание, алкоголизма, чĕлĕм туртнине хирĕç кĕрешме чĕнекен стендсемпе кунта килекен кашни çын вуласа паллашма пултарать. Ялти библиотекăра та ку енĕпе материалсем пуян. Надежда Михайлова библиотекарь выставкăри кĕнекенсене çĕнетсех тăрать, вулакана тараватлăн йышăнать.

Шкул библиотекине кĕрсен те сывă пурнăç йĕркине халалланă кĕтес тÿрех куç умне лекет. Усал йăласене сивлекен литература уйрăмах нумай кунта. «Выставкăсем туни çав тери витĕмлĕ, - тет Валентина Петровна Иванова. - Çÿлĕксем çинче выртнă чухне ку кĕнекесемпе ачасем ытлашшипех интересленмеççĕ, капла вĕсене пĕрин хыççăн тепри илсе вулать». Шкул ачисен шухăш-кăмăлĕ уйрăмах вылянчăк. Пĕр-пĕрин  усал енĕсене хăвăртах хăнăхма пултараççĕ. Ку енĕпе  шкулта уйрăмах йĕрке çирĕп. Вĕренекенсене сиенлĕ йăласенчен асăрхаттарассипе медицина ĕçченĕсем хутшăннипе час-часах калаçусем йĕркелеççĕ.

Сывлăха çирĕплетме спортзалăн алăкĕсем шкул ачисемшĕн кăна мар, ялти çамрăкĕсемшĕн, пуриншĕн те яланах уçă: кил, спортпа туслаш, сывлăхлă пул...

Президент çĕнĕ указ айне алă пуснă чухне чи малтанах халăхăн сывлăхне упраса хăварассине тĕпе хунă, ахăртнех. Вăл пирĕн пурнăçа лайăхлатмалли çул-йĕрсене уçса парать, ытти вара веçех хамăртан килет. Çемье çулĕ ăнăçлă иртсе кайрĕ. Кăçалхи ырă пуçарусем те тутă çимĕç парасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2004
00:00
Поделиться
;