Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханнине нимĕн те çитмест

Январĕн 16-мĕшĕнче ирхине 10 сехет те 50 минутра Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçне телефонпа ялхуçалăх техникумĕнчен шăнкăравларĕç. Вĕрентÿ заведенийĕн 4-мĕш хутĕнче вырнаçнă истори класĕ çунма пуçлани çинчен пĕлтерчĕç. Палăртнă вырăна 27-мĕшпе 18-мĕш пушар чаçĕн машиннисем çийĕнчех тухса  кайрĕç. Вĕсем çитнĕ çĕрĕ истори класĕнче çулăм ялкăшнă пулнă, вăл çурт тăррине улăхма тытăннă, коридорта çăра тĕтĕм явăннă. Çавăнпа та  пушарниксен противогазсемпе ĕçлеме тиврĕ. Вут-кăвара сÿнтерме ялхуçалăх техникумĕн пушар машини  те хутшăнчĕ. Пĕрлехи вăйпа кăнтăрла иртни пĕр сехет  тĕлне 100 тăваткал метр çинче сарăлнă вут-кăвара парăнтарма май килчĕ. Пушар чаçĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула пурлăха  çăлса хăварма май килчĕ, çапах икĕ класс çулăмпа сиенленчĕ.

Пушарăн сăлтавне класри электропроводка юсавсăрлăхĕпе çыхăнтармалла. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта 5 пушар пулчĕ. Вĕсенче виçĕ çурт çунса кĕлленчĕ, пĕр пепкен пурнăçĕ татăлчĕ. Вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине кашнин асра тытасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2004
00:00
Поделиться
;