Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕлĕве тĕрĕслеççĕ

Вăл е ку предметпа олимпиадăсем ирттерни вĕренекенсен пĕлÿ шайне туллин тĕрĕслеме май парать. Çавăн пекех ун кăтартăвĕсем тăрăх вĕрентекенсен ĕçне те хаклама пулать.

Иртнĕ вырсарникун Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 10 - 11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче экономика предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра 16 шкулти 51 вĕренекен тупăшнă, вĕсен 11 ыйту çине хуравламалла тата виçĕ задача шутламалла пулнă.

Вуннăмĕш классен ушкăнĕнче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Александр Яковлев (вĕрентекенĕ - И.Н.Малицкая) экономика предметне пуринчен аванрах пĕлнине кăтартса панă. Балсен шучĕпе иккĕмĕш вырăна Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем Александр Ефимовпа Светлана Ефимова тата поселокри 1-мĕш шкулти Надежда Маркова пайланă. Виççĕмĕш вырăнта - Ирина Мартынова (Санарпуç), Екатерина Феофановапа Евгения Медведева (Вăрнарти 1-мĕш шкул).

Вунпĕрмĕш классра вĕренекенсем хушшинче Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Сергей Зайцев (вĕрентекенĕ - Г.Н.Кошкин) мала тухнă. Санарпуçĕнчи шкулта пĕлÿ илекен Алена Иванова иккĕмĕш, Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Ольга Петровапа Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Владимир Терентьев виççĕмĕш вырăн йышăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2004
00:00
Поделиться
;