Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Училище автомашинăсемпе пуянланнă

Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕ ирттерекен конкурса хутшăнса Вăрнарти 29-мĕш професси училищи гранд илме тивĕçлĕ пулни çинчен хăй вăхăтĕнче хаçата вулакансене пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн банк училищĕне вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетме, çапла майпа çамрăксене профессиле пĕлÿ парассине лайăхлатма укçа уйăрса панă. Ку укçапа икĕ «Газель» - 13 вырăнлă микроавтобуссем тата 1,5 тонна груз турттаракан машина, çавăн пекех 9-мĕш модель «Жигули» туяннă. Нумаях пулмасть вĕсем училищĕне килсе çитнĕ. Ку автомашинăсемпе пулас водительсене вĕрентнĕ çĕрте усă кураççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2004
00:00
Поделиться
;