Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăкăр пахалăхĕ лайăхланчĕ

Малтанхи вăхăтра тавар туянакансем Калинино райповĕнчи çăкăр пĕçерекенсем пирки кÿренсе калаçнине час-часах илтме пулатчĕ. “Çăкăрĕ те тутлă мар, çăнăхне те хутăштарса çитермеççĕ”, - пăшăрханатчĕç çынсем. Аптăранипе ялти сутăçсене те ятлама пăхатчĕç, мĕншĕн эсир Нурăс çăкăрне илсе килетĕр, тетчĕç.

Халĕ вара пачах урăхла. Юлашки вăхăтра çăкăр пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Тепĕр чухне хырăм выçса килсен ача чухнехи пек тăвар çине пуçса çиетĕн те килти аннесем пĕçернĕ çăкăра çинĕ пекех туйăнса каять.

Ялти магазинра вара питĕ тăрăшуллă сутăçсем ĕçлеççĕ. Валентина Еремеева тата людмила Андрианова çынсене кирлĕ тавар магазинра яланах пултăр тесе питĕ хыпăнаççĕ, кашнинпех вашават. Вĕсем пирки çынсем ырăпа кăна калаçаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;